Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Савăнчĕ ĕçчен халăх

     Чăннипех те савăнчĕç Арапуçсем хăйсен Акатуйĕнче. Çапла пулмасăр, кăçалхи ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмлететпĕр-çке. Кашни тăрăшса вăй хунипе çур акине кăçал та пахалăхлă вĕç­ленĕ. «Арабоси» агрофирма районти чи лайăх аталанса пыракан хуçалăх пулнă май, вĕсене саламлама район пуçлăхĕ В.Кириллов та килсе çитнĕ.
    Вячеслав Николаевич ял-йыша уяв ячĕпе саламларĕ. Арапуçсен çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланни, вĕсен малашлăхĕ пысăк пулни çинчен пĕлтерчĕ. Ĕçре ырă тĕслĕх кăтартакансене райадминистрацин грамотипе тата парне парса чысларĕ.
     Хуçалăх пуçлăхĕ Г.Тимофеев çурхи ака-суха ĕçĕсенче палăрнă механизаторсем пирки ăшă сăмахсем каларĕ, чи пултаруллисене вара грамотăсемпе наградăларĕ, хаклă парнесем пачĕ.
      Чи хастаррисем хушшинче 30 çул механизаторта тăрăшакан Л.Ивановпа складсен заведующийĕнче нумайранпа вăй хуракан Л.Максимова ячĕсем те пулчĕç.
     Н.Мельков предприниматель хăйĕн хастар ĕçченĕсене парнесем парса хавхалантарчĕ.
        Район пуçлăхĕ В.Кириллов иккĕмĕш ача çуратнă Е.Тимофеевапа Н.Максимована амăшĕн капиталне илме ирĕк паракан сертификат пачĕ.
        Уявра яла тирпей-илем кĕртме активлă хутшăннă Н.Петрова учительницăна грамотăпа наградăласа парнепе чысларĕç.
       Çавăн пекех ялти ватă çынна А.Андреевана, чи çамрăккине К.Павлована парнесемпе тивĕçтерчĕç.
     Спорт ăмăртăвĕсем уяв программине самаях пуянлатрĕç.
       Районти Культура çурчĕ çумĕнчи эстрада ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.
 
Ю. Иванов.


28 мая 2008
00:00
Поделиться