Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Стратегин тĕп çул-йĕрĕсене палăртса ĕçлеççĕ

     «2020 çулчченхи районăн социаллă-экономикăллă аталанă­вĕн стратегийĕнче экономикăн тĕр­лĕ отраслĕсенче, социаллă сферăра инфраструктурăна аталантарасси чи кирли, тенĕ. Çакă халăхăн пурнăç условийĕсене ÿстерме пулăшĕ», - тесе палăрт­нă. Çавăн пекех стратегире промышленность предприятийĕсен аталанăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Производствăна çулсерен çĕнетесси, экологи тĕлĕшĕн­чен пахалăхлă продукци кăларасси, ĕç про­цесне автоматизацилесси, ин­весторсене активлă явăçта­рас­си малти вырăнта пулмалла. Хальхи вăхăтра районта пĕр тикĕссĕн аталанакан предприятисенчен пĕри - «Вăрмарти çĕвĕ фаб­рики» акционерсен хупă обществи. Çĕвĕ фабрикин продукцине Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче лайăх пĕлеççĕ, ырлаççĕ. Çыв­харса килекен профессиллĕ уявне - Çăмăл промышленноç ĕç­ченĕн тата Республика кунĕсене те вăл пысăк ÿсĕмсемпе кĕтсе ил­ме хатĕрленет. Сăмахран, кăçалхи 4 уйăх кăтартăвĕсем те курăм­лă. Çак вăхăтра пурĕ 6 миллион та 330 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Çавăн чухлех сут­нă. Пу­рĕ 15 тĕрлĕ изделисем ту­са кăлараççĕ кунти ăста алăллă çĕ­вĕç­сем. 4 тĕрлĕ ĕç костюмĕ çĕ­леççĕ вĕсем. Хатĕр продукцине Мускав хулине ăсатаççĕ. Пурлăхпа техника базине те çулсеренех вăйлатса пыраççĕ.
    «Иртнĕ çул 100 штук çĕнĕ çĕ­вĕ машинисем пурĕ 2 миллион тенкĕлĕх туяннă. Çавна май тата тепĕр 17 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Ма­лашлăх тĕллевĕсем пысăк. Фабрикăна аталантарса, çĕнетсе пырса халăха валли ĕç вырăнĕсем тата ытларах туса парасси», - тет С.Белоусова директор.
     Палăртма кăмăллă, паянхи куна кунта 200 яхăн çын тăрăшса вăй хурать. Эппин, кунти хастар çĕвĕçсене малалла та пахалăха тĕпе хурса ĕçлеме ăнăçу сунар.
 
З. ПАВЛОВА.


28 мая 2008
00:00
Поделиться