Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăрмарсем - спорт çăлтăрĕсем

    Тĕнче шайĕнчи сумлă ăмăрту Шупашкарта ма­йăн 9-11-мĕшĕсенче иртрĕ. Раççей команди унта пысăк çитĕнÿ турĕ. Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров Раççейĕн хăвăрт утакансен XXIII Тĕнче кубокне хутшăннă командин йы­шĕн­че тупăшнă чăваш спортсменĕсемпе тата вĕсен тренерĕсемпе тĕл пулчĕ.
   Çак ăмăрту епле иртнине пирĕн ентешсем, Карăкçырмара çуралса ÿснĕ, çăмăл атлетикăпа тĕнче класлă спорт мастерĕсем Татьяна Титовапа Татьяна Петрова Шупашкарта залив хĕрринче хăйсен куçĕсемпе курса, сăнаса тăчĕç, Раççей команди майлă пулчĕç.
    Т.Титова Америкăранах вĕçсе килнĕ. Вăл хăвăрт утас енĕпе çурма марафонра тĕнче чемпионачĕн призерĕ (1995 çул). Ветерансем хушшинче халĕ те яланах призлă вырăнсене йышăнать.
    Т.ПЕТРОВА - Европа чемпионĕ, Тĕнче Кубо­кĕнче тата чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăнсене çĕн­се илнĕ.
    Пултаруллă спортсменкăсен малтанхи тренерĕ, «Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» Ю.Архипов вара çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва судья пулса хутшăннă.
     Ю.Архипов 33 çул хушшинче 1000 ытла çамрăка спортăн анлă çулĕ çине кăларнă. Вĕсенчен иккĕшĕ - тĕнче класлă спорт мастерĕсем, 7-шĕ - СССР тата Раççей спорт мастерĕсем, 10-шĕ спорт мастерĕн кандидачĕсем, 100 ытла - массăллă разрядлă спортсменсем.
     Иртнĕ çул вăл Мускавра Попечительсен сове­чĕн Ыркăмăллăх фончĕн «Çĕнĕ ăру» конкурсне хут­шăннă. Ĕçри ăнăçусемшĕн ăна РФ Правительст­вин пĕрремĕш вице-премьерĕ С.Иванов саламла­нă.
 
А. Хованский.


28 мая 2008
00:00
Поделиться