Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Лайăх çулсемпе çÿреме шанчăклă

    Çу вăхăчĕ - çул-йĕр тумалли чи меллĕ тапхăр. Çавна май «Чă­ваш­автодор» тытăмне кĕрекен Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа стро­ительство управленийĕн ĕç­ченĕсем ЧР Президенчĕ Н.Федоров кĕске вăхăтра автоçулсен сетьне ÿстересси, районти кашни яла хытă çулпа çыхăнтарасси пирки кăларнă указа пурнăçлас тесе кăçал уйрăмах хастаррăн тăрăшса вăй хураççĕ.
    «Чăваш Ен ертÿçи Николай Федоров автоçулсем тăвассине хăвăртлатас пирки йышăннă документ пирĕн ума пысăк тĕллевсем кăларса тăратрĕ. Управлени унчченхи çулсенче те сахал мар ĕçсем тунă, юсанă, тытса тăнă. Ку енĕпе опыт пысăк, вăй-халĕ те çителĕклĕ. Кăçал пирĕн пурĕ 11 километр тăршшĕ çул-йĕр хывмалла, юсамалла. Вăрмар - Кĕл­кеш - Тупах автоçула пурĕ 1, 5 километр хывма палăртнă. Эпир ума лартнă тĕллевсене пурнăçламасăр хăварма хăнăхман. Ĕç калăпăшĕ пысăк пуласса шута илсе хĕл каçа пин-пин тонна тĕр­лĕ чул, хăйăр турттарса хунă, ыт­ти чĕр тавар хатĕрленĕ», - тет управлени пуçлăхĕ А.Павлов.Хальхи вăхăтра кунта рабочисем Вăрмар - Вăрмар тăкăрлăкĕ автоçула юсассипе вăй хураççĕ. Кунта кунĕпех ĕç шавĕ тăрать. Лайăх çанталăкăн кашни минучĕпе туллин усă курас теççĕ ĕçченсем. Хальхи вăхăтра канмалли кунсем те çукрах вĕсен. Пĕтĕмĕшле каласан пĕтĕм техникăна явăçтарнă.
     Н. Федоров Президент палăртнă программăна пурнăçа кĕр­тессишĕн, Республика кунне çĕнĕ ÿсĕмсемпе кĕтсе илессишĕн тăрăшаççĕ.
 
З. Павлова.


31 мая 2008
00:00
Поделиться