Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Предприяти аталанать

    Вăрмарти малтан пулнă сĕ­тел-пукан фабрикин территорийĕнче Чулхулари «ДОКРОС» (дерево-обрабатывающий комплекс России) акционерсен хупă обществин пÿлĕмсем хушшине вырнаçтармалли алăксем тăвакан цех ĕç­лет. Ку цех 2003 çулта уçăл­нă. «Туса кăларакан продукцие Чулхуларан Санкт-Петербург, Мускав, Воронеж, Иваново тата ытти нумай хуласене салатаççĕ. Шупашкар, Çĕрпÿ предпринимате­лĕ­сем те Вăрмартан алăксем ил­се каяççĕ. Уйăхсерен район халăхне 30-50 алăкпа тивĕçтерет пи­рĕн цех. Ĕç коллективĕнче пурĕ 40 çын, çурри ытла - хĕр арăмсем. Пирĕн патне ĕçлеме килес текенсем те чылай. Заказсем те нумай. Çавăнпа хамăрăн ĕçе сарасшăн эпир», - каласа парать цех начальникĕ М.Недеров.
     5-6 тĕрлĕ алăк ăсталаççĕ кунта. Вĕсен хакĕ 2400 тенкĕрен пуçласа 3350 тенке çити. Ахаль йывăçран ăста алăсем илемлĕ алăксем туса хураççĕ.
 
Э. Михайлова.


31 мая 2008
00:00
Поделиться