Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вак предпринимательлĕх вăй илет

     Раççейре иртнĕ вак предпринимательлĕх кунне халалласа рай­адми­нистрацин ларусен залĕнче районти предпринимательсемпе, предприятисен пуçлăхĕсемпе канашлу иртнĕ. Ăна райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ - ор­ганизациллĕ ĕçсен пайĕн на­чаль­никĕ Н.Павлов уçнă. Райадминистрацин экономика, про­мыш­ленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Н.Краснова 2008 çулхи пĕрремĕш кварталти районти вак тата вăтам предпринимательлĕх ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ, районти социаллă-экономикăллă аталанăвĕн стратегийĕпе тĕплĕн паллаштарнă.
     Надежда Ильинична пĕлтер­нĕ тăрăх, кăçалхи пĕрремĕш кварталта продукци туса кăларассипе лайăх ĕçленине палăрт­нă. Çавăн пекех халăха ĕç вырăнĕпе те тивĕçтереççĕ. Иртнĕ çул­хи çак вăхăтрипе танлаштарсан 74 çын ытларах пулнă. Уйрăм предпринимательсен йышĕ те 640 çынна çитнĕ.
    Канашлура 2020 çулчченхи районăн социаллă-экономикăл­лă аталанăвĕн стратегине тĕплĕн тишкернĕ, предпринимательсем хăйсем енчен сĕнÿсем панă. Стра­тегире промышленность про­изводствин аталанăвĕ ÿссе пынине лайăх хак панă.
     Ĕçне кура - хисепĕ. Предпринимательлĕх ĕçĕнче тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн чылайăшĕ районти Хисеп грамотине ти­вĕç­рĕç.
 
З. ПАВЛОВА.


31 мая 2008
00:00
Поделиться