Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Заказсене - вăхăтра, пахалăхлă

      «Аталаннă пĕтĕм çĕр-шывра наци экономикин тĕревĕ - вак тата вăтам бизнес шутланать. Унсăр пуçне вак предпринимательство аталанăвĕн кăтартăвĕ вак бизнесăн экономикăри социаллă вырăнĕ çинчен те калать, вăл çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелет. Вак бизнес çине пирĕн халăха ĕçпе тухăçлă тивĕçтерекен, çакă уйрăмах ялта питĕ кирлĕ, унăн право тата пĕтĕмĕшле культурине ÿстерекен, халăх промыслисене аталантаракан тата ытти те, чи кирлĕ фактор пек пăхмалла», - тесе палăртнă ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çы­рăвĕнче. Пирĕн районта та вак тата вăтам бизнес аталансах пырать.
     Сăмахран, «Юман» тулли мар яваплă обществăнах илер. Вĕ­сен тĕп ĕçĕ юман, çăка, хыр тата ытти тĕрлĕ йывăçсенчен сĕ­тел-пукан ăсталасси. Кунти рабочисен ăста аллисем туман изделисем çук та пулĕ. Кравать, сĕтел-пукан, кантăк рамисем, алăк, хăпармалли пусма (картлашка) тата ыттине те пысăк пахалăхпа пурнăçлаççĕ. «Пурне те заказпа ĕç­летпĕр. Хамăр продукципе Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсене тивĕçтеретпĕр. Юлашки вăхăтра Мускав, Хусан хулисенчен заказсем ытларах килеççĕ. Пирĕн ĕçченсем туса кăларнă таварсене кăмăллаççĕ вĕсем», - тет Николай Леонидович Петров директор. Çав­на май кăçалхи пĕрремĕш квартала та лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ вĕсем. Пурĕ 205, 7 пин (127 процент) тенкĕлĕх продукци туса кăларнă.
     Хальхи вăхăтра кунта 10 çын тăрăшса вăй хурать. Йышĕ пĕчĕк пулин те, пысăк ĕç тăваççĕ вĕсем. Сăмах май, çакна та палăртма кăмăллă, çак обществăн пуçлăхĕпе Н.Петровпа пĕрле унăн ывăлĕ Ю.Петров та тăрăшса вăй хурать. Вĕсем С.Семеновпа пĕрле алăксем тата ытти паха изделисем ăсталассипе тăрăшаççĕ.
      Йывăçран илемлетсе изде­ли­сем тăвассипе вара А.Филиппов чăн-чăн ăстаçă. Мĕнле тĕрлĕ эрешсем касса ăсталамасть пулĕ вăл йывăçран. Кашни хăйнеевĕрлĕхпе, илемлĕхĕпе илĕртет. Çав вăхăтрах çĕр улми, пахча çимĕç лартса ÿстерме ÿркенмеç­çĕ кунти ĕçченсем. Теплица та пур кунта.
     Пĕтĕмĕшле каласан мĕн тунипе лăпланса лармаççĕ, шав малалла ăнтăлаççĕ.
 
З. Елакова.


31 мая 2008
00:00
Поделиться