Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕç паттăрĕсене - чыс та мухтав

     Районти Акатуйра кăçалхи çур акине кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа вĕçленĕ хуçалăхсем тата тĕрлĕ сферăра ĕçпе чапа тухнă çак çынсем район пуçлăхĕн В.Кирилловăн йышăнăвĕпе Грамотăсене тата парнесене тивĕçнĕ.
      Районăн кăçалхи 5 уйăхри социаллă-экономикăллă ата­ланăвăн тата районти комиссии калчасене тĕрĕсленин итогĕсене шута илсе çур­хи ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмлетсе çапла йышăнатăп:
 
Çĕрпе эффективлă усă курас енĕпе «Урмар­ская» кайăк-кĕшĕк фабрики чи лайăххи тесе шутлас. Ăна пĕрремĕш вырăн йышăннăшăн пĕрремĕш сте­пень­лĕ Дипломпа наградăлас тата хаклă парне парас (руково­ди­телĕ Н.Петров).
 
Иккĕмĕш вырăна «Шигали» ял хуçалăх производ­ство кооперативĕ тухнă. Ăна иккĕмĕш степеньлĕ Дип­ломпа наградăлас тата хаклă парне парас (руководителĕ А.Ульянов).
 
Виççĕмĕш вырăна «Арабоси» агрофирма» тулли мар яваплă общество тухнă. Ăна виççĕмĕш степенльлĕ Дип­ломпа наградăлас тата хаклă парне парас (руко­води­телĕ Г.Тимофеев).
 
Усă курман çĕрсене ĕçе кĕртес тата «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçлассине хăвăртлатас енĕпе «Арабоси» агрофирма» тулли мар яваплă общест­во пĕрремĕш вырăн йышăннă тесе шутлас. Ăна пĕрремĕш степеньлĕ Дипломпа наградăлас тата хаклă парне парас (руководителĕ Г.Тимофеев).
 
Хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчен çĕрпе эффек­тивлă усă курас енĕпе «Павлов Вячеслав Федорович» хуçалăхĕ чи лайăххи тесе шутлас. Ăна пĕрремĕш степеньлĕ Дип­ломпа наградăлас тата хаклă парне парас (пуçлăхĕ В.Павлов).
 
Çурхи ака-сухара «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фаб­рикинчи С.Николаев агрегачĕ пĕрремĕш вырăн йы­шăн­нă. Ăна «2008 çулхи ака чемпионĕ» ят парас, пĕрре­мĕш степеньлĕ Дипломпа наградăлас, хĕрлĕ хăю çыхас тата хаклă парне парас.
 
Иккĕмĕш вырăна «Шигали» хуçалăхри В.Петров агрегачĕ йышăннă. Ăна иккĕмĕш степеньлĕ Дипломпа наградăлас, хаклă парне парас.
 
Виççĕмĕш вырăна «Арабоси» агрофирмăри П.Се­менов агрегачĕ йышăннă. Ăна виççĕмĕш степеньлĕ Дип­ломпа наградăлас, хаклă парне парас.
 
Акма çĕр хатĕрлес енĕпе «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинчи И.Николаев агрегачĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ăна «2008 çулхи çĕр хатĕрлес енĕпе чем­пион» ята парас, пĕрремĕш степеньлĕ Дипломпа наг­ра­дăлас, хĕр­лĕ хăю çыхас, хаклă парне парас.
 
Иккĕмĕш вырăна «Арабоси» агрофирмăри Н.Ва­сильев агрегачĕ тухнă. Ăна иккĕмĕш степеньлĕ Дип­лом­па наградăлас, хаклă парне парас.
 
Виççĕмĕш вырăна «Агро-Владина» тулли мар явап­лă обществăри М.Андриянов агрегачĕ йышăннă. Ăна виç­çĕмĕш степеньлĕ Дипломпа наградăлас, парне парас.
 
«Арабоси» агрофирмăри В.Михайлована «2008 çул­хи районти чи лайăх доярка» ят парас, пĕрремĕш степеньлĕ Дипломпа наградăлас, хаклă парне парас.
 
Кăçалхи 5 уйăхра усă куракан 100 гектар çĕр пуçне сĕт тата аш-какай туса илес енĕпе экономикăлла ăмăрту ито­гĕсене пĕтĕмлетнĕ.
 
Сĕт туса илес енĕпе «Арабоси» агрофирма çĕнтернĕ те­се шутлас. Ăна пĕрремĕш степеньлĕ Диплом тата хаклă парне парас (руководителĕ Г.Тимофеев).
 
Аш-какай туса илес енĕпе «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фаб­рики çĕнтернĕ тесе шутлас. Ăна пĕрремĕш степень­лĕ Дипломпа наградăлас тата хаклă парне парас (руково­ди­телĕ Н.Петров).
 
«АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне уйрăм кил хуçалăхĕсем хушшинче пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе Кĕ­теснер ял тăрăхĕнчи Л.Краснова хуçалăхĕ чи лайăххи те­се шутлас. Ăна пĕрремĕш степеньлĕ Дипломпа наг­ра­дă­лас тата хаклă парне парас.
 
Вăрмар районĕнчи ял тăрăхĕсем хушшинчи экономи­кăлла ăмăртура Арапуç ял тăрăхĕ пĕрремĕш вырăн йы­шăннă тесе шутлас (ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Иванов). Ăна пĕрремĕш степеньлĕ Дипломпа наградăлас тата хак­лă парне парас.
 
Иккĕмĕш вырăна Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕ тухнă. Ăна иккĕ­мĕш степеньлĕ Дипломпа наградăлас тата хаклă пар­не парас.
 
Виççĕмĕш вырăна Шăхаль ял тăрăхĕ тухнă. Ăна виç­çĕмĕш степеньлĕ Дипломпа наградăлас тата хаклă пар­не парас.
 
Агропромышленность комплексне аталанта­рас енĕпе уй­рăмах пысăк тÿпе хывнăшăн çаксене тав тăватăп:
 
Николай Петрович ПЕТРОВА - «Урмарская» кайăк-кĕ­шĕк фабрикин директорне,
 
Владимир Васильевич ПЕТРОВА - «Агро-Владина» тул­ли мар яваплă обществăн руководительне;
 
Анатолий Витальевич УЛЬЯНОВА - «Шигали» хуçалăх ру­ководительне;
 
Вячеслав Федорович ПАВЛОВА - хресчен (фермер) ху­çалăх пуçлăхне.
 
Районăн экономикипе социаллă пурнăçне ата­лан­тар­ма тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн тата районти Ака­туй ячĕпе çак­сене район администрацийĕн Хи­сеп грамотипе награ­дă­лас тата хаклă парне па­рас;
 
Леонид Николаевич Виссарионова - «Арабоси» аг­рофирмăри тракториста;
 
Герман Рудольфович НиКИФОРОВА - «Арабоси» аг­рофирмăн Аслă Чак уйрăмĕнчи тракториста;
 
Валентина Макаровна СЕМЕНОВАНА - «Арабоси» аг­рофирмăри Аслă Чак уйрăмĕнчи ветеринари врачне;
 
Зинаида Ивановна Николаевана - «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинчи хурсем пăхакана;
 
Раиса Ларионовна Никифорована - «Урмарская» ка­йăк-кĕшĕк фабрикинчи чăх чĕпписем пăхакана;
 
Николай Геннадьевич Матвеева - «Шигали» хуçа­лăх­ри тракториста;
 
Владимир Николаевич ИВАНОВА - «Шигали» хуçа­лăх­ри ĕне фермин заведующине;
 
Владимир Николаевич КРЫЛОВА - «Средний Аниш» тул­ли мар яваплă обществăн генеральнăй директорăн за­местительне;
 
Регина Вячеславовна Мочалована - «Средний Аниш» тулли мар яваплă обществăн выльăх-чĕрлĕх енĕ­пе ĕçлекен бухгалтерне;
 
Елена Николаевна Иванована - «Средний Аниш» тул­ли мар яваплă обществăн ĕнесене машинăпа сăвакан оператора;
 
Андрей Александрович Сергеева - «Средний Аниш» тул­ли мар яваплă обществăн механизаторне;
 
Валентин Елизарович Андреева - «Агро-Владина» тулли мар яваплă обществăн трактористне;
 
Николай Витальевич Александрова - «Агро-Вла­дина» тулли мар яваплă обществăн трактористне;
 
Ираида Григорьевна НикОЛАЕВАНА - Мичурин ячĕл­лĕ хуçалăхри дояркăна;
 
Михаил Владимирович ПОРТНОВА - «Родина» хуçа­лăх­ри тракториста;
 
Николай Егорович ДИМИТРИЕВА - «Павлов Вячеслав Фе­дорович» хресчен (фермер) хуçалăхĕн механизатор­не;
 
Зинаида Пантелеймоновна СКВОРЦОВАНА - Шă­хальти ветеринари участокĕнчи ветеринари врачне;
 
Сергей Михайлович ЕГОРОВА - Вăрмарти тырă йы­шă­накан пунктри пушар автомашинин водительне;
 
Ирина Викторовна ВАСИЛЬЕВАНА - «Ресурсы» аг­ро­фирмăн Çĕнĕ Вĕренер ялĕнчи хăмлаçăна;
 
Валентина Петровна ИВАНОВАНА - райпон Са­ру­йĕн­чи магазин заведующине;
 
Ирина Витальевна ВАСИЛЬЕВАНА - «Нива» тулли мар яваплă обществăн кăлпасси цехĕн кладовщицине;
 
Нина Константиновна ПЕТРОВАНА - «Вăрмарти çă­кăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăри приемщицăна;
 
Раиса Тимофеевна ГРИГОРЬЕВАНА - районти халă­хăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатри мастер-прием­щицăна;
 
Татьяна Михайловна ПАВЛОВАНА - районти халăхăн йă­ла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатри парикмахера;
 
Татьяна Геннадьевна АЛЕКСЕЕВАНА - районти тĕп боль­ницăри терапи уйрăмĕн заведующине;
 
Алла Олеговна ВАСИЛЬЕВАНА - Вăрмарти çĕвĕ фаб­рикинчи çĕвĕç-мотористкăна;
 
Михаил Петрович ВАСИЛЬЕВА - «Вăрмарти теп­ло­сеть­ри» электрохуçалăх мастерне;
 
Владимир Иванович ГОРШКОВА - Кавалти культура çур­чĕн хуралçине;
 
Иван Николаевич Никитина - Чулкас шкулĕнчи физ­куль­тура учительне;
 
Эдуард Петрович НИКИФОРОВА - «Вăрмарти теп­ло­сетьри» тĕп инженера;
 
Светлана Николаевна БЕЛОУСОВАНА - Вăрмарти çĕ­вĕ фабрикин директорне;
 
Александр Алексеевич ТЕРЕНТЬЕВА - АТП води­тель­не;
 
Вениамин Александрович ФЕДОРОВА - АТПри газо­электросварщика.
 
Воспитани парас, физкультурăпа спорта аталантарас енĕ­пе тунă çитĕнÿсемшĕн тата районти 56-мĕш Акатуй праçникĕ ячĕпе
 
Юрий Меркурьевич НИКОЛАЕВА - Мăнçырмари вăтам шкулти физкультура учительне райадминистрацин Хисеп грамотипе наградăлас тата хаклă парне парас;
 
Воспитани парас, физкультурăпа спорта аталантарас енĕ­пе тунă çитĕнÿсемшĕн райадминистрци пуçлăхĕ çамрăксене тав тăвать тата хаклă парнесем парса чыс тăвать:
 
Татьяна Михайловна ЗАХАРОВАНА - А.Ф.Федоров ячĕл­лĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн бухгалтерне;
 
Андрей Юрьевич ИВАНОВА - ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн хуралçă- сантехникне,
 
Сергей Николай ФЕОКТИСТОВА - предпринимателе;
 
Владислав Леонидович ПАВЛОВА - предпринима­теле.


04 июня 2008
00:00
Поделиться