Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Асра юлакан тĕл пулу

         «Ырă ĕç» тата «Çемье çулталăкĕ» ячĕпе Вăрмарти тĕп библиотекăра тĕрлĕ мероприятисем ирттересси йăлана кĕнĕ. Акă нумаях пулмасть кунти вулав залĕн­че Вăрмарти вăтам шкулăн 8-мĕш «а» класра вĕренекенсем йышлăн пуçтарăнчĕç.
        Малтанах Эмма Демьянова библиотека историйĕ, ĕçĕ-хĕлĕ тата кĕнекесем ăçта вырнаçни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Ÿсĕм çитнĕ май вĕсене кăçалтан çа­кăн­та кĕнекесем илме килме сĕнчĕ.
        Часах интереслĕ мероприяти пуçланчĕ. Хальхинче ачасен умĕнче Раççей Федерацийĕн писателĕсен тата журналистсен союзĕн членĕ Николай Иванов - Пархатар поэт-композитор пулчĕ. Тĕл пулу каçĕнче хамăр енте­шĕ­мĕр творчествипе Галина Корытникова тата Надежда Тухтаманова тĕплĕн паллаштарчĕç. Алексей Талвир тата Василий Алендей ячĕллĕ литература премийĕ­сен лауреачĕ Николай Пархатар хăйĕн «Вăрçă суранĕ» поэма сы­пăкĕпе, «Юлашки çыру», «Сарапай çăлкуçĕ», «Те арçын вăл - те хĕрех» ятлă сăвăсене пысăк туйăмпа вуласа пачĕ.
       Пирĕн композитор нумай юрă – кĕвĕсен авторĕ. Чăваш Республикин музыка обществин тава ти­вĕçлĕ деятелĕ, республика кон­курсĕн лауреачĕ Ефим Ефимов труба çинче, Чăваш Рреспубликин культурăн тава тивĕçлĕ ĕç­ченĕ, Раççейри халăх пултарулă­хĕн творчествин Лауреачĕ Анатолий Иванов баян çинче, искусство шку­лĕн аслă категориллĕ преподавателĕсем Николай Ивановăн оркестрпа труба вали çыр­нă «Эле­­гия» тата «Серенада» кĕв­висене чĕрене тивмелле, пысăк туйăмпа шăрантарчĕç.
     Чăваш радиопа янракан «Ан кÿрен, манми савни», «Хуркайăксем çитсессĕн кăнтăртан», «Купăс кĕвви янăрать» юрăсене Галина Корытникова çепĕççĕн те чĕ­ре туйăмĕпе юрласа пурне те хавхалантарчĕ. Республика конкурсĕнче мала тухнă Николай Ива­новăн «Тăван ен» юррине Мар­гарита Туринге юрланине чун-кăмăлпа итлерĕç.
    Николай Иванов библиотекăна килнĕ тĕл пулу каçне хутшăнакансене пурне те хăйĕн «Ăшă туйăм ытамĕнче» юрă кĕнекине парнелерĕ. Библиотека ĕçченĕсем шкул ачисене «Вăрмар ен – Пархатарĕ» ятлă кĕнеке выставкипе тĕплĕн паллаштарчĕç. Юлаш­кинчен Николай Пархатар вĕ­ренекенсене ăнăçу, ырлăх-сывлăх, вĕренÿре ÿсĕмсем тума, пурнăç çулĕпе ачаранах тĕрĕс сукмакпа утма сĕнчĕ.
 
Г. КОРЫТНИКОВА.


04 июня 2008
00:00
Поделиться