Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ПĔТĔМ РАÇÇЕЙРИ ХАЛĂХ ÇЫРАВĔ

     Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерме йĕркеленĕ ра­йонти комиссин пĕр­ремĕш ларăвĕ иртрĕ. Ăна комисси председателĕн заместителĕ, райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ - организацил­лĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Пав­лов ертсе пычĕ. Чи малтанах çырав ирттерме кăлар­нă ра­йон пуçлăхĕн йышăнăвĕпе паллаштарчĕ. Унтан комиссин кашни членĕн обязанноçĕсене палăртрĕç. Чăвашстатăн пирĕн районти ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Г.Петрова комиссин 2008 çулхи ĕç планĕпе паллаштарчĕ.
     Хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен Чăвашстатăн Вăрмар райо­нĕн­чи специалисчĕсемпе пĕрле халăх çыравне ирттерме комиссисем йĕр­келемелле, чи малтан пурнăçламалли хатĕрленÿ мероприя­ти­йĕсене туса ирттермелле, поселокра тата ял­сенче адрессене йĕркене кĕртмелле, урамсен ячĕсене, çуртсен тата хваттерсен номерĕсене çырнисем пулмалла.
 
А.Хованский.


04 июня 2008
00:00
Поделиться