Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Раççей Президенчĕн Грантне тивĕçнĕ

Валентина Михайловна ТАБАКОВА
 
     Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Аслă категориллĕ квалификацине, «РФ пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Пĕтĕм Раççейри «Ачасем тата кĕнекесем» конкурс-фестивале йĕркелесе ирттерес тĕ­лĕшпе пысăк ăсталăх кăтартнăшăн РФ вĕрентÿпе наука министерстви тата федераллă агент­ст­во Тав хучĕ панă. 2007 çултанпа учительсен районти Ассоциацийĕн координаторĕ.
 
Александр Михайлович НОЗДРИН
 
     Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта физкультура учителĕ. Аслă категориллĕ квалификацине, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ», «Аслă учитель», «Учитель-методист» ятсене тивĕçнĕ. Ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерствин Хисеп грамотисемпе наградăланă.


04 июня 2008
00:00
Поделиться