Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăрмарти 56-мĕш Акатуй.

   Кăçалхи Акатуй уявне «Çемье çулталăкне» тата «Ырă ĕç­сен çулталăкне» халалланă. Çак куна район ĕçченĕсем чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Çапла пулмасăр, унта çур акинче мала тухнă паттăрсене, производствăра хастар пулни­сене чыслаççĕ-çке. Умра - Республика кунĕ. Вăрмар тăрăхĕн­чен тухнă маттур та пултаруллă çынсене çак уявра та чыслĕç.
     Ирхине - ирех Вăрмар поселокĕнче янăракан савăнăçлă юрă-кĕвĕ район ĕçченĕсемпе хăнасене районти ĕçпе юрă тата спорт уявне - Акатуя йыхравлать. Çанталăкĕ те халăха туллин, пур кăмăлтан савăнма ирĕк пачĕ. Районти 56-мĕш Акатуй уявĕ стадионта иртрĕ. Сăмах май, çакна та палăртса хăвармалла: Пĕ­тĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун Ленин площадĕнчех пулчĕ. Пĕтĕмĕшле каласан, çамрăксем, аслă ăрурисем, ача-пăча пур кăмăлтан савăнчĕç çак уявсенче.
   Ирхине ирех çынсем ушкăнпа, çемйисемпе пуçтарăнчĕç.
     Поселокри, ялсенчи магазинсем, хуçалăхсенчен килнĕ автомашинăсем тата предпринимательсен суту-илÿ вы­рă­нĕсем стадионра ретĕн-ретĕн вырнаçнă. Техĕмлĕ шаш­лык шăрши те таçтан аякран уява йыхравлать тейĕн. Мĕн кăна сутмаççĕ кунта. Уйрăмах пĕчĕккисем валли темĕн тĕрлĕ теттесем те пур. Вĕсем ашшĕ-амăшĕсене теттесем сутакан вырăнсем патне туртаççĕ. Акă, тепĕр самантран пăхатăн та, пĕрне машина, теприне пукане, виççĕмĕшне шăхлич илсе те панă. Ачасен пичĕсем çинче савăнăç кулли палăрать, вĕсем чĕвĕлтетсех юрă-кĕвĕ, ташă курма васкаççĕ.
    Ирхине 10 сехетре уяв колонни универмаг тĕлĕнчен стадион енне утма тытăнать. Чи малтанах Вăрмар хула тă­рăхĕн ĕçченсем пыраççĕ, унтан вара районти ялсен тăрăхĕсенчен килнисем. Стадиона кĕ­рсе пынă май дикторсен янăравлă сассисем кашни ял тă­рăхĕпе, вĕсенчен чапа тухнă паллă çынсемпе паллаштараççĕ. Стадионта ташă сюити пуçланать. Çамрăк та пултаруллă хĕр-упраçсем чăваш ташшипе савăнтарчĕç халăха. Хăйнеевĕрлĕ чăн-чăн авалхи чăвашсен улахĕ пулчĕ тейĕн. Ташă-кĕвĕпе савăнтарнă хыççăн вĕсем сцена çине хăпараççĕ. Сцена çинче вĕсене республика, районăн представителĕсем кĕтсе илеççĕ. Диктор Вăрмар районĕнчи 56-мĕш Акатуй уçăлни çинчен пĕлтерет, район пуçлăхне В.Кириллова сăмах парать. Вячеслав Николаевич районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕн итогĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ, районти хуçалăхсенче çурхи уй-хир ĕçĕсем ăнăçлă иртнине па­лăртрĕ. «Хисеплĕ район çыннисем, хăнасем! Район администрацийĕ ячĕпе сире чун-чĕререн чаплă уявпа - Акатуйпа саламлатăп, ырлăх-сывлăх, иксĕлми - вăй хал, район пруласлăхĕшĕн çĕнĕрен те çĕнĕ ÿсĕмсем тума сунатăп!», - терĕ район пуçлăхĕ В.Кириллов. Вăл çавăн пекех «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ пирĕн районта мĕнле пурнăçланса пыни çинче чарăнса тăчĕ. Кăçал ял хуçалăхĕнче тунă ĕçсем те курăмлă. Акă районта кăçал 14187 гектар çинче тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем акнă. Çакă иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 122 процент ытларах. Кăçалхи 5 уйхра иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан ял хуçалăх предприятийĕсенче сĕт туса илесси 101, 6, аш-какай 100 процент ÿснĕ.
     «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики, «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕ, «Арабоси» агрофирма», «Агро-Владина» тулли мар яваплă обществăсем çур аки ĕçĕсене кĕске вăхăтра, пахалăхлă ирттернĕ.
      Ра­йон комиссийĕ çур аки ĕçĕсене пĕтĕмлетсе çакна палăртнă: çĕрпе тухăçлă ĕçленĕшĕн «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ (пуçлăхĕ Н.Петров). Иккĕмĕш вырăнта «Шигали» хуçалăх (пуçлăхĕ А.Ульянов), виççĕмĕшĕнче - «Арабоси» агрофирма» тул­ли мар яваплă общество (пуçлăхĕ Г.Тимофеев). Çавăн пекех пушă выртакан çĕрсене, «АПК аталанăвĕ» наци проектне ĕçе кĕртессипе тăрăшса вăй хунăшăн «Арабоси» агрофирма» тулли мар яваплă общество пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ.
    Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те ÿсĕмсем тăваççĕ. Акă «Павлов Вячеслав Федорович» хресчен (фермер) ху­çалăхĕ çĕрпе тухăçлă усă курнăшăн пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
      «Район аталанăвĕ - çынсен тăрăшулăхĕнче. Эпир ĕç­чен те пултаруллă çынсемпе пуян. Эппин, район малалла аталанса пырса, республикăра малтисен ретĕнче пуласса шанатăп. Çи­­тес çул Республика кунне пирĕн районта ирттерме палăртнă. Ăна ва­ра лайăх ÿсĕмсемпе кĕтсе илессе ша­­натăп», - терĕ В.Кириллов. Унтан район пуçлăхĕ В.Ки­риллов район Депутачĕсен пухă­вĕн «Вăрмар районĕн хисеплĕ граж­дани­нĕ» ят парасси çин­чен калакан решение вуласа па­чĕ. Унпа килĕшÿл­лĕн «Вăрмар районĕн хисепĕ гражданинĕ» ята В.Мадянов, Г.Моклаков тивĕçрĕç, вĕсене хĕр­лĕ хăю çыхрĕç, парнесем парса чыс­ларĕç.
      Çавăн пекех республикăран килнĕ сумлă хăнасем те уяв ячĕпе саламларĕç, ял хуçалăх отраслĕнче, производствăра, социаллă сферăра малта пыракансене Хисеп грамотисемпе, Дипломсемпе, парнесемпе чысларĕç.
     Чи хумханмалли самант - ял хуçалăхĕнче мала тухнă ĕçченсене хавхалантарасси пулчĕ.
      «Ака чемпионĕ-2008» ята «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин механизаторĕ Сергей Владимирович Николаев çĕнсе илчĕ. 2008 çулхи «Чи лайăх доярка» ята илме «Арабоси» агрофирма» тулли мар яваплă обществăра вăй хуракан Венера Тимофеевна Ми­хай­лова тивĕçлĕ пул­чĕ.
      Акатуйпа пĕр­лех Пĕтĕм тĕнчери ачасене халалла­нă кун поселокри Ленин площадĕнче иртрĕ.
   Район пуçлăхĕ В.Кириллов, республика представителĕсем ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене уяв ячĕпе саламларĕç, телейлĕ ачалăх, çи­­рĕп сывлăх сун­чĕç. Унтан ачасем савăнăçлă концерт лартрĕç. Акатуйăн спорт мероприятийĕсем те нумай енлĕн те туллин иртрĕç.
     Шашка-шахмат, тăршшĕне сикесси, армспорт, кире пукан йăтасси, волейбол, наци кĕрешĕвĕ тата ыттисем - пурте уява килнисене хăйсен патне илĕртрĕ.
   Тăршшĕне сикессипе арçынсенчен Е.Петров (Арапуç), хĕрарăмсенчен С.Петрова çĕнтерчĕç.
     32 килограмлă кире пуканне А.Каланов (Кивĕ Вĕренер) 38 хут çĕклесе чи мала тухрĕ.
    24 килограмлă кире пуканне 102 хут çĕклесе Л.Тихонова (Кивĕ Вĕренер) чемпион ятне çĕнсе илчĕ.
      Хĕрлĕçырти З.Илларионова иккĕмĕш пулчĕ.
      Йывăçа пăчкăпа хăвăрт касса татассипе И.Исаков (Вăрмар поселокĕ) çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.
      Уявăн спорт мероприятийĕсен чи çÿллĕ шайĕ - наци кĕрешĕвĕ. Ку хутĕнче 75 килограмм таран таякан керешÿ­çĕсем хушшинче Кивĕ Вăрмарти А.Алексеев мала тухрĕç.
        Чи йывăр виçеллĕ спортсменсенчен паттăр ятне Мăн­çырмари Н.Николаев çĕнсе илчĕ.
        Вăр­марсем Кÿкеçсемпе футболла вылярĕç. Çивĕч кĕ­решÿре Вăрмарсем хăнасенчен 2 : 0 шутпа выляса илчĕç.
 
З. ПАВЛОВА, А. ХОВАНСКИЙ.


04 июня 2008
00:00
Поделиться