Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Лагерь ĕçлет - ачасен сывлăхне сиплет

     Çу пуçламăшĕ чăн-чăн çуллахи çанталăкпа савăнтарма васкамарĕ пире. Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул çумĕнче ачасен сывлăхне сиплекен лагерь уçнă кун хĕвел хăйĕн ăшшине шеллемерĕ вара. Асăннă лагерĕн ячĕ те хăйне евĕр - «ВЖИК». Чăвашла «Савăнăçлă, пурнăçа юратакан, интереслĕ команда» тесе куçать вăл. Нумай çул хушши ĕнтĕ кунта 1-7-мĕш классенче вĕренекен ачасем хаваспах çÿреççĕ, сывлăха сипленисĕр пуçне тĕрлĕ конкурссемпе интеллектуаллă вăйăсене хутшăнаççĕ. Унсăр пуçне воспитательсемпе волонтерсем сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси çинчен ирттерекен калаçусем те асра юлса малашлăхра кирлĕ пулĕç. Кăçал икĕ сменăра 130 ача канĕ. Апат çитерессине хăй çине районти социаллă хÿтлĕх пайĕ илнĕ, çак тĕллевпе кашни ача валли кунсерен 45 тенкĕ уйăраççĕ.
     Лагерь начальникĕ А.Кошелькова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пĕрремĕш сменăра ачасемпе 4 воспитатель - Н.Никифорова, И.Иванова, И.Милованова, Л.Константинова ĕçлĕç. Вĕсем шкулта тĕрлĕ предметсем вĕрентнĕ май ачасен тавра курăмне тĕрлĕ енлĕ аталантарма пулăшĕç. Н.Никифорова планĕпе паллашнă хыççăн чунра пĕр иккĕленÿ те юлмарĕ - ачасем кунта хăйсен ăс-хакăлне туллин пуянлатĕç: тĕрлĕ экскурсисем, паллă çынсемпе тĕл пулусем... Воспитательсем хушшинче вара ют чĕлхесене, математикăна тата ытти предметсене вĕрентекенсем. Эппин ачасен çĕннине пĕлмелли сахал мар пулĕ.
 
В. ТОЛМАТОВ.


07 июня 2008
00:00
Поделиться