Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Нумай енлĕ пулăшу параççĕ

      Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерессипе районта 2 центр ĕçлет: «Вăрмар халăхне социаллă пулăшу паракан центр», «Çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕ» республикăн патшалăх учрежденисем. Социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен уйрăм граждансен тĕрлĕ категорийĕсене коммуналлă пулăшу, унпа çыхăннă субсидисем, ача-пăча пособийĕсем парассипе ĕçлет. Вăрмар халăхне социаллă пулăшу паракан центр ĕçĕ-хĕлĕ ватăлнă çынсемпе çыхăннă. Центр çумĕнче икĕ Ваттисен çурчĕ ĕçлет. Вĕсенче халĕ 37 çын пурăнать.Çавăн пекех социаллă работниксем 173 ватăна тата инвалида пăхма килĕсем тăрăх çÿреççĕ. Вĕсем валли патшалăх енчен чылай чухне тÿлевсĕр пулăшусем параççĕ.
      Çул çитмен ачасен реабилитаци центрĕнче ашшĕ-амăшĕсем пăхса тăман ачасене усраççĕ. Унта пурĕ 20 ача вырнаçма пултарать. Çапла вара социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсем районта пурăнакансене нумай енлĕн пулăшса пыраççĕ.
 
Э. МИХАЙЛОВА.


07 июня 2008
00:00
Поделиться