Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Уяв савăнăçлă иртрĕ

    2008 çула Раççей Президенчĕн Указĕ тăрăх Çемье çулĕ тенĕ. Çавна халалласа Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне ирттерме Чулкасри тĕслĕх библиотекине пĕрремĕш тата тăваттăмĕш класс ачисем, вĕсен амăшĕсем, асламăшĕсем пуçтарăнчĕç. Ачасем ку уява тахçанах хатĕрленме пуçланă. Кашни ача «Манăн çемье» стена хаçачĕ илемлетсе кăларнă, тĕрлĕрен сăвă-юрă вĕреннĕ.
 
     Уява тĕслĕх библиотека заведующийĕ Н.Владимирова уçрĕ. Вăл ачасене çемье пахалăхĕ пирки каласа пачĕ, И.Я.Яковлевăн халалĕнчи çемье çинчен каланă йĕркисемпе паллаштарчĕ, унтан вара тĕрлĕрен ыйтусем пачĕ. Ачасем савăнсах хăйсен çемйи пирки каласа пачĕç. Настя Николаева асламăшĕн алă ĕçĕпе мухтанчĕ, чăваш тĕррипе илемлетнĕ ал шăллине кăтартрĕ. Асламăшĕ, Клавдия Павловна, вăрçă вăхăтĕнчи йывăр ачалăха аса илчĕ. Ачисем вăрçăра çапăçнă ват аслашшĕсем çинчен каласа пачĕç.
    Т.Павлова библиотекарь хаваслă вăйăсем, конкурссем ирттерчĕ.
    Юлашкинчен ачасем юрăсем юрларĕç, сăвăсем каларĕç.
     Савăнăçлă кăмăлпа пурте амăшĕсем, асламăшĕсем пĕçернĕ тутлă кукăльсемпе чей ĕçрĕç.
 
С. СМИРНОВА.


07 июня 2008
00:00
Поделиться