Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçе пĕлекен ырă ята тивĕçнĕ

      Районăн кăçалхи 5 уйăхри социаллă-экономикăлла аталанăвĕн тата районти комисси калчасене тĕрĕсленин итогĕсене шута илсе, çурхи ака-суха ĕçĕ­­сене пĕтĕмлетсе, агропро­мыш­ленность комплексне аталантарас енĕпе уйрăмах пысăк тÿпе хыв­нăшăн «Павлов Вячеслав Федорович» хресчен (фермер) хуçалăхне (пуçлăхĕ В.Павлов) районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче - Акатуйра район пуçлăхĕ В.Кириллов Тав çырăвĕ панă. Çавăн пекех хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчен çĕрпе эффективлă усă курас енĕпе «Павлов Вячеслав Федорович» хуçалăхне чи лайăххи тесе палăртнă. Ăна пĕрремĕш степеньлĕ Дипломпа наградăланă, парне парса чысланă.
 
З. ПАВЛОВА.


11 июня 2008
00:00
Поделиться