Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чире техĕмлĕ апат та сирет

     Чирлĕ çынна чи пысăк пулăшу паракансем, паллах, медицина ĕçченĕсем. Вĕсем хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлани, ăшă сăмахĕ чирлисене ура çине тăма пулăшать. Çавăнпа пĕр­лех больницăра выртакансене тутлă апат-çимĕçпе сăйлакансен тÿпи те пĕчĕк маррине пурте йышă­наç­çĕ пулĕ. Вĕсен шутĕнче Карăкçырмара çуралса ÿснĕ, унтах пурăнакан, Пăртасри туберкулез диспансерĕнче (халĕ вăл çук ĕнтĕ) 30 çула яхăн пĕр ул­шăнмасăр повар пулса ĕçленĕ Мария Фадеевна Алексеева.
      1934 çулта çуралнăскер, çемьере вăл асли пул­нă. Ашшĕ, Фадей Филиппович, вăрçа тухса кайнă хыç­çăн (1942 çулта Смоленск тăрăхĕнче хаяр çапăçусенче пуçне хунă) йăмăкĕпе шăллĕне пăхасси амăшĕпе пĕр танах ун çине тиеннĕ. «Крахмал ачисем (çĕрĕк çĕр улминчен пĕçернĕ пашалу тесе вулăр.) пулнă эпир», - тесе каласа парать халĕ Мария Фадеевна. Апла пулин те вĕренмех ăнтăлнă - ялти пуçламăш шкула пĕтернĕ, Пысăк Енккассинчи шкулта ăс пухнă, 8 класс хыççăн Шупашкарти коопераци училищинче повар специальноçне алла илнĕ. Вара малашнехи пурнăçне тăван районпа çыхăн­тар­нă - Вăрмар поселокĕнчи «Чайнăйра» 5 çул хушши, Пысăк Енккассинчи столовăйра повар пулса ĕç­ленĕ. 1962 çултан пуçласа 1989 çулччен вăл хăйĕн кун-çулне Пăртасри туберкулез диспансерĕпе çыхăнтарнă, техĕмлĕ апат-çимĕç пĕçернĕшĕн ырă ята сахал мар тивĕçнĕ унта сипленекенсенчен те, ерт­се пыракансенчен те.
    Виçĕ ача - икĕ ывăлпа хĕр ура çине тăратнă. Николайпа Валериан ялта пурăнаççĕ, хĕрĕ, Алевтина, медицина сестри профессине суйласа илнĕ, Карăкçырмара фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлет.
 
В.ТОЛМАТОВ.


11 июня 2008
00:00
Поделиться