Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăнана пушă алăпа килмен

    Нумаях пулмасть Арапуçĕнчи «Çул çитмен ачасен реабилитаци центрĕ» республикăри патшалăх учрежденине «Акконд» ак­ционерсен уçă обществин хăнисем килсе кайрĕç. Пушă алăпа килмен вĕсем. Фабрика представителĕ А.Павлов ачасене Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун­па саламланă май тĕрлĕ вăйă­сем вылямалли мечĕксем, теннис, бадминтон ракеткисем парнелерĕ. Пылак çимĕçсемсĕр еп­ле пултăр тата? Ачасем те парăмра юлмарĕç. Центр воспитанни­кĕ­семпе «Теремок» ача сачĕн коллективĕ ялти культура çуртĕн­че концерт лартса пачĕç, центр территорийĕнче спорт мероприя­тийĕсем, асфальт çинчи ÿкер­чĕксен конкурсне ирттерчĕç. Уяв пурте пĕрле сĕтел хушшине ларса чей ĕçнипе вĕçленчĕ.
 
В.ВАСИЛЬЕВА.


11 июня 2008
00:00
Поделиться