Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ылтăн алăллă медицина ĕçченĕсем

    Чир-чĕр çын миçе çултине пăхса çулăхмасть иккен. Кам шутланă-ха ватлăх çулĕсене çитсе пырсан та операци сĕтелĕ çине лекмелле пуласса; Нумай çул хушши хăй çинчен аптрамаллах аса илтермен пÿсĕр (грыжа) кĕтмен çĕртен «вăранчĕ». Çапла вара манăн ра­­йонти тĕп больницăри хирурги уй­рăмне лекмелле пулчĕ. Врачсемпе медсестрасем, санитаркăсем, пĕр сăмахпа каласан, шурă халатлă çынсем, талăкăн хăш вăхăчĕ пулнине пăхмасăр çын сывлăхĕшĕн тем тума та хатĕр пул­ни­не чун-чĕререн туйса илтĕм. Операци тесен хуть те кама та шик­лĕх туйăмĕ ярса илет. Мĕнле пулĕ; Мĕн пулĕ; Анчах та куç ум­не лекнĕ шурă халатлă çынсем çи­­не пăхсанах туйса илтĕм: эпĕ шанчăклă алăра. Пырса кĕрсенех постри дежурствăри медсест­расем (С.Казаковăпа Т.Васина) та­та санитаркăсем (Л.Филипповăпа В.Андреева) чупкалама пуçларĕç. Çак çĕр дежурствăра пул­нă хирург В.Иванов та хыпăнса ÿк­рĕ: çийĕнчех операци тумалла. Çур çĕр çитни те ниме те пĕлтермест, мĕн вăл ыйхă, мĕн вăл кану - ку пĕлтерĕшлех мар. Чи кирли, чи хакли вĕсемшĕн - çын сывлă­хĕ. Г.Садовникова операци сестрипе В.Петров анестезиолог пулăшнипе Владимир Геннадьевич хирург мана çав çĕрех опера­ци турĕ. Операци ăнăçлах иртрĕ пулин те çĕр каçа миçе хутчен пыр­са пăхмарĕç-ши мана дежурствăри врачпа медсестрасем, санитаркăсем. - Ну, мĕнле; Питех ыратмасть-и; Вĕсен кашни ăшă сăмахĕ сурана тÿрленме, ыратнине ирттерме пулăшать.
    Операци вырăнне юлашки кунах тасатса çыхса тăракан медицина сестрисене те ăшă сăмахпа çеç аса илетĕп. Мĕнле çе­пĕç­çĕн те ăшшăн калаçаççĕ-ха вĕ­сем? Н.Павловăпа Н.Георгиевăна, В.Даниловăна сурана хă­вăрт­рах тÿрлетессишĕн ырми-кан­ми тăрăшнăшăн чĕререн тав сăмахĕ калатăп. Хирурги уйрă­мĕнче ĕç­лекен врачсемпе (Н.Кузь­мина, В.Шибаевăна) ытти медицина сестрисене, санитаркăсене, пĕр сăмахпа каласан, çак уйрăмри пĕ­тĕм шурă халатлă çынсене мана вăхăтра пу­лăшу панăшăн, ура çине каллех çирĕп тăма пулăшнăшăн малашне те сирĕн ăшă кăмăллăх, çын­на пулăшма яланах хатĕр пулни ан иксĕлтĕр тесе калас килет. Эсир пирĕнпе ăш­шăн калаçни хăех пире хăвăртрах сывалма пулăшать.
 
С. АХВАНДЕРОВА.


11 июня 2008
00:00
Поделиться