Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Республика кубокĕшĕн

     Июнь уйăхĕн малтанхи кунĕсенче Ара çырминчи çаранта Вăрмартан Мăнçырманалла каякан шоссе çулĕн сулахай енче маунтинбайк енĕпе тупăшса Чăваш Республикин кубокне çĕнсе илессишĕн ик­кĕ­мĕш тапхăрти ăмăртусем пулса иртнĕ. Ăмăртăва Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен, Патăрьел тата пирĕн район спорт­сменĕсем - пурĕ 100 ытла яхăн çын хутшăннă.
    Спорт çурчĕ умĕнче спортсменсем пĕр рете йĕркеленсе тăнă. Ăмăртăвăн тĕп суд­йи, ачасемпе çамрăксен Вăрмарти А.Ф.Фе­доров ячĕллĕ спорт шкулĕн директорĕ С.Ар­хипов велосипедистсем ăмăртăва хатĕрри çинчен район пуçлăхĕн замести­тель­не - райадминистрацин вĕ­рентÿ тата çам­рăксен политикин пайĕн начальникне Ю.Со­колова рапорт панă.
 
- Çамрăксем сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыни пире чăннипех те савăнтарать. Халĕ тупăшăва хутшăнакансем спортăн анлă çулĕ çине тухасса эпир шансах тăратпăр. Сире пурне те Вăрмар çĕрĕ çине килнĕ ятпа саламлатăп, ăмăртура çитĕнÿсем сунатăп, - тенĕ Юрий Васильевич.
 
Унтан ăмăртăва хутшăнакансене Чăваш Республикин велоспорт федераци­йĕн Президенчĕ Э.Павлов, ЧР физкульту­рăпа спорт тата туризм министерствин тĕп специалисчĕ С.Овсянников, Шупашкарти В.Ярды ячĕллĕ спорт шкулĕн директорĕ Б.Фомин саламланă.
 
Çак кунсенче ачасемпе çамрăксен А.Ф.Фе­доров ячĕл­лĕ спорт шкулĕн тĕп бухгалтерĕ Е.Николаева 50 çул тултарчĕ. Юби­лей ячĕпе ăна савăнăçлă лару-тăрура ЧР велоспорт федерацийĕн Президенчĕ Э.Павлов Тав çырăвĕ панă.
 
Юбиляра çавăн пекех нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçле­нĕ­шĕн ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министерст­вин, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе награ­дăланă.
 
С.Архипов тĕп судья ăмăрту йĕркипе паллаштарать. Ве­лосипедистсен анаталла-тăвалла чупмалла, трасса çă­мăл мар.
 
Часах ăмăртусем пуçланаççĕ. Старта чи малтанах 1996-1997 çулсенче çуралнă ачасем тухаççĕ.
 
Çакна палăртма кăмăллă: ку ушкăнра малти призлă вырăнсене пурне те пирĕн район спортсменĕсем: В.Михайлов (Вăрмар поселокĕ), А.Таратин (Кавал), Д.Яковлев (Кивĕ Вĕренер) çĕнсе илнĕ.
 
1994-1995 çулсенче çуралнисем хушшинче çĕнтерÿ­çĕ ятне А.Архипов (Мăн­çырма) тивĕçет.
 
1992-1993 çулхи аслă ушкăнри çамрăксенчен Г.Романов (Мăнçырма) виç­çĕмĕш пулать.
 
Хĕр ачасем хушшинче те хĕрÿ кĕрешÿ пынă. 1992-1993 çулсенчи аслă ушкăнри хĕр ачасенчен Вăрмар поселокĕнче çу­ралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен М.Семенова пĕрремĕш вырăна тухнă.
 
1990-1991 çулсенче çуралнă юниоркăсенчен Кивĕ Шулханта çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен спорт мастерĕн кандидачĕ Е.Павлова виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çĕнтерÿçĕсене дипломпа наг­радă­ланă, хаклă парнесем панă. Кăçалхи июнĕн 10-мĕшĕнче пирĕн пултаруллă спортсменсем Патăрьел районĕнче ирттерекен виççĕмĕш тапхăрти ăмăртусене хутшăнчĕç.
 
А.Хованский.


11 июня 2008
00:00
Поделиться