Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Конкурса хутшăннă

     Кăçалхи июнĕн 10-11-мĕшĕсенче Елчĕк районĕнчи акционерсен «Прог­ресс» хупă обществинче ĕнесене машинăпа сăвакансен тата выльăхсене искусственнăй майпа пĕтĕлентерекенсен республикăри йăлана кĕнĕ конкурсĕ иртнĕ. Кăçал ăна Республика кун­не халалланă. Икĕ кун хушшинче вĕсем ĕне сăвас, выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕ­лен­терес енĕпе вырăнта пухнă опыта кăтартнă.
    Конкурсăн тĕп тĕллевĕ - выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре малта пыракан опыта пропагандăласси, ăна анлăн сарма, пахалăха ла­йăхлатма, ферма çыннисен пĕ­лĕв­не ÿстерме, фермăсенче çĕнĕ оборудованипе усă курма пулăшасси пулнă.
      Пирĕн районтан республикăри конкурса «Арабоси» агрофирмăри В.Михайлова дояркăпа Е.Семенова оператор хутшăннă.
     Венера ялти шкултан вĕренсе тухнăранпах дояркăра вăй хурать, пурĕ 15 çул. Пултаруллă доярка хăйĕн ĕçри пултарулăхне ÿстерсех пырать. 2005 çулта вăл хăйне çирĕплетсе панă ĕнесенчен çулталăкра 3157-шер килограмм сĕт суса илнĕ пулсан, кăçалхи 5 уйăхра 4500-шер килограмм сунă.
        Çивĕч кĕрешÿре пирĕн ентешсем хăйсен мĕн пур ăсталăх­не панă, лайăх результат кăтартнă.
 
О. Васильев.


18 июня 2008
00:00
Поделиться