Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шыв асăрхануллă пулма ыйтать

     Тахçантанпах кĕтнĕ çуллахи каникул пуçланчĕ. Шыва кĕрсе е кимĕпе ишсе сывлăха çирĕпле­тĕç ĕнтĕ ачасем. Шел пулин те, ятарлă правилăсене пăсни пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать.
      Юхан-шыв шÿте юратмасть. Инкексем ытларах вĕренекенсем ишме пĕлменнипе пулаççĕ е начар ишекеннисем çырантан аякка каяççĕ те, вăйсăрланнипе пу­таççĕ. Шыва кĕме юраман вырăнсенче те ашкăнаççĕ хăш-пĕрисем. Аяккарах ишсе каяссипе е тарăнрах чăмассипе, шывра нумайрах тăрассипе ăмăртаççĕ. Вĕсем хушшинче вара ишме пĕлменнисем те пулаççĕ, ыттисенчен юлас мар тесе хăйсен пурнăçне хăрушлăха кĕртсе ÿке­реççĕ çапла. Начар çанталăкра шывра юлма ан тăрăшăр.
     Ачасен лайăх ишме вĕренме­сĕр шыва кĕмелле мар. Тепĕр чух­не ăнсăртран шăнăр туртни ин­кек кăтартать. Çавăнпа шыв температури 17-19 градус ăшă пул­сан, 10-15 метр хушши кăна ишмелле çыннăн. Енчен те са­сар­тăк шăнăр туртсан, çурăм ç­и­не выртса хăвăрт шывран тухма тăрăшмалла. Шыва сывлăш температури 20-25 градус ăшă пулсан, майĕпен кĕмелле. Шыв хăвăрт юхакан вырăна лексен, юхăма май ишсе майĕпен çыран хĕррине тухма тăрăшмалла. Шыв çаврăнса тăракан çĕрте те тÿрех хăраса ан ÿкĕр. Вăрăммăн сывласа илĕр те шыва чăмăр, хăрушлăхран айккинелле кайма тăрăшăр та çиеле ишсе тухăр. Шыв ку­рăкĕпе çыхлантăр пулсан, ан тапкаланăр. Çурăм çине выртса курăк тыткăнĕнчен лăпкăн хăтăлăр. Çывăхра ишсе иртекен пăрахут е ытти транспорт патне ан пырăр. Пĕлмен вырăнта шыва ан сикĕр, тĕпĕнчи тĕрлĕ япала çумне тăрăнса тăна çухатма пултаратăр. Апат çинĕ хыççăн 1, 5 е 2 сехет иртсен кăна шыва кĕме юрать. Шывра мĕнле пулмалли правилăсене çирĕп пăхăнăр. Хăвăра дисциплинăллă, йĕркеллĕ тытсан, пурнăçăра хăрушлăха кĕртсе ÿкермĕр.


18 июня 2008
00:00
Поделиться