Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

СПОРТ ВĂЙЙИСЕМ

     Раççей кунне халалласа Çĕмĕрлере республикăри XIV çуллахи ялти спорт вăййисем иртнĕ. Ăмăртăвăн пĕрремĕш ку­нĕн­­че Вăрмарсен арçын ко­манди волейболпа - пиллĕк­мĕш, сĕтел çинче теннисла вы­ляса - тăваттăмĕш, 3000 метра чупассипе С.Антонов - виç­çĕ­мĕш, çăмăл атлетсен команди (тренерĕ Л.Агапова) тăваттă­мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.
     72 килограмм таран таякан спортсменсем хушшинче ирĕк­лĕ майпа кĕрешсе О.Иванова (тренерĕ Р.Таратин) пĕрремĕш вырăн йышăннă, командăпа - пиллĕкмĕш.
    25 тата 50 метрлă дистанци­сен­че шывра ишессипе Л.Чер­нова - пĕрремĕш, Л.Чернова, Л.Агапова, Д.Иванов, А.Иванов эстрафетăра - иккĕмĕш, коман­дăпа 3-мĕш вырăнсене тухнă.
    65 килограмм таран таякан спортсменсенчен кире пуканĕ йăтассипе М.Миронов иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ.
      Иккĕмĕш кунĕ те ăнăçлă пул­нă. Волейболисткăсен «Ур­марочка» туслă команди (тре­нерĕсем Ю.Спиридонов тата И.Алешин) пĕрремĕш вырăн йышăнса кубока, медальсене, грамотăсене тата вымпела ти­вĕç­нĕ. Ăмăрту итогĕсемпе пирĕн район команди тăваттăмĕш вы­рăн йышăннă.
 
А. КРАСНОВ.


18 июня 2008
00:00
Поделиться