Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тирпей-илемшĕн пĕрле тăрăшар

     Хальхи вăхăтра хаçатсенче те нумай çыраççĕ юрăхсăра тухнă ăпăр-тапăра урамсене, çырма-çатрасене тухса пăрахма юраманни çинчен. Кавал ялĕнче те çа­вăн пекех. Урамсем вĕçĕнчи çырмасенче мĕн кăна сапаланса выртмасть пулĕ: консервă банкисем, кĕленчесем, пластмассăран тунă савăт-сапа, çĕтĕк-çурăк, йы­вăç тураттисем... Каласа та пĕ­терес çук! Тĕслĕхрен, пирĕн ялти Тимĕрç çырминче 6 çĕрте çакăн пек купасем.
      Ĕлĕкрех ун пек пулман вĕт-ха. Урамсем, çырмасем таса пулнă. Пирĕн шутпа çакăн пек тасамарлăх тĕрлĕ сăлтавсене пула ÿссе кайрĕ. Ĕлĕк кĕленче савăтсене магазинсенче пĕр сăмахсăрах ка­ял­ла укçа парса илнĕ. Çавăнпа кĕленчесем урамсенче сапаланса выртман. Çĕтĕк-çурăка, кивĕ хута, çăма, тире кашни ялтах йышăннă, вĕсене пуçтаракансем пулнă.
        Тимĕр-тăмăра, кивĕ хута шкул ачисем килĕрен пуçтарса çÿ­ренĕ, кашни шкулах вĕсене пуçтарма задани панă. Вĕсене ăмăртса пуçтарнă. Кирлĕ çĕре кай­са леç­нĕ.
      Хальхи саманара йывăç ту­рат­тисене хутма ÿркенекен пул­тă­мăр, çырмана тухса пăрахма ансатрах-çке. Манса кайрăмăр çавăн пек туратсене 3-4 çухрăмри вăрмантан çунашкапа е урапапа туртса таврăннине.
       Вăрмар райповĕ халĕ те халăхран усă курнă тавара укçа пар­сах пуçтарать-ха халăхран, ан­чах ялсенче вĕсене илекен, пуçтаракан çукрах. Урамсем, çыр­масем вара сăмахсăрах йышăнаççĕ. Анчах телее, райпора çынсен нушисене ăнланакан çын­сем пур-ха. Акă, нумай пулмасть Кавал ялне райпора хатĕрлевçĕре ĕçлекен Л.Григорьева машинăпа килсе кайрĕ. Пысăк грузовик туллиех вăл Кавал ялĕнче пурăнакансенчен çăм, çĕтĕк, кивĕ хут, пластмассăран тунă савăт-сапасене пуçтарса илсе кай­рĕ. Татах та килсе пуçтарма шантарчĕ. Питех те кăмăллă пулчĕ ял халăхĕ, Людмила Михайловнана тав турĕ. Вăл Кавалта çуралса ÿснĕ. «Хĕрлĕ ялав» хаçат та çырнăччĕ унăн пархатарлă ĕçĕ çинчен. Татах кĕтетпĕр сана, Людмила Михайловна!
     Хăш-пĕрисем каланă пек, çĕ­тĕк-çурăка, кивĕ хута, платмассăран тунă савăт-сапана çунтарса яма ансатрах, анчах сывлăш вараланать-çке тата вĕсенчен халăха кирлĕ тĕрлĕ япаласем тă­ваççĕ-çке, ăна та манас марччĕ.
 
В. Туртушов.


18 июня 2008
00:00
Поделиться