Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çапла пуçланчĕ вăрçă

     1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ. Çулталăкри чи вăрăм кунсем, кĕске çĕрсем. Вырсарникун. Ирт­нĕ каç Эçпепе каччисемпе хĕрĕ­сем, ытти çĕрти пекех, ирхи илĕм-тилĕм киличченех вăйă-кулăра савăнчĕç. Пĕр-пĕринчен уйрăл­нă чухне ыранхи куна еплерех ирттерес пирки шăкăл-шăкăл калаçса татăлчĕç. Туй тума картса хунă вăрттăн мăшăрсем те пĕрре çеç марччĕ.
     Анне кĕтÿ хуса таврăннă çĕре эпĕ ирхи тутлă ыйхăран уйрăлманччĕ-ха.
 
- Тăр-ха, тăр, Аркади, пĕр хыпар пĕлтереп сана, - вăратать мана анне, пуç çинчи утияла турт­са илсе.
 
- Кам та пулин вилнĕ пулĕ-ха ĕнтĕ е пĕрскер йĕксĕкĕ каç вăйăран «пушмак пăру» çавăтса кĕнĕ-и-ха, - тетĕп çакна, вырăн çинче йăпăр-япăр сиксе ларса.
 
- Çу-у-ук, пачах урăххи ку-у... - салхуллăн тавăрать вăл. - Вăрçă тухнă, тет. Пирĕн çине Германи çĕмĕрсе кĕнĕ, тет, паян ирхине радиопа каланă, тет. Ун çинчен кĕтÿ хунă çĕрте, пус хапхи патĕнче калаçаççĕ. Йĕрекенсем те пур унта. Германипе ĕлĕк те вăрçнă-ха эпир. Манăн пичче Çемук Герман вăрçинче пуçне çирĕ. Тем çитмест, тем уйăраймаççĕ патшисем ку чухне çак çĕр çинче...
 
     Ăшчикĕ таврăнса килнĕ анне çак сăмахсем хыççăн айккинелле пăрăнчĕ, хăй ĕçĕпе кăштăртатма тытăнчĕ. Эпĕ сисетĕп-ха, питĕ лайăх туятăп, ăнланатăп: анне мана, вун саккăр тултарнă каччăна, вăрçа илсе каясран, çакăнтан ниепле те пăрăнса юлма çуккинчен шикленет, хăрать, пĕртен-пĕр ывăлне ĕмĕрлĕхех çухатасран пăшăрханать.
 
     Ун чухне çак вăрçă çапла тăватă çула яхăн тăсăлас пирки никам та шутламан.
 
А. Петров.



21 июня 2008
00:00
Поделиться