Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Аслă çĕр-шывра пурте пĕр тан

Алран кайми аки-сухи
 
Асран кайми ати-ани!
 
тесе юрланă çĕр ĕçченĕ мĕн авалтан. Çак йăла халĕ те вăйрах. Хресчен ачи, чăваш çынни хуть те ăçта пурăнсан та, ака-суха ĕçне хисеплет. Ара, ăçта çуралса мĕн çисе çитĕннине мĕнле манăçа кăларăн-ха? Чăваш Республикин кунĕ умĕн Мускавра Пĕтĕм Раççейри курав центрĕнче чăвашсен Ака-туйĕ иртрĕ. Кунта пырса кĕрсенех чăваш ялĕ, хресчен ĕçĕ куç умне тухать. Чи варринче - суха пуç. Хăйне хисеп тунипе мăнаçлăн курăнать вăл. Унăн йĕри-тавра хула сăнĕ çапнă са­маях çулланнă ар­çынсем уткалаççĕ, тытса пăхаççĕ. Ахăртнех хăйсем ача чухне çак суха пуçне тытса курнах пулĕ. Акă, пĕринпе калаçатăп: И.Николаев - Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿснĕскер, хăй ĕçне çар енĕпе çыхăнтарнă. Çа­пах та калаçăвĕ тăрăх уншăн çĕр ĕçĕ чи çывăххи пулни палăрчĕ.
 
- Çак уява хутшăннисене пурне те чăваш çĕрĕ тăратса çитĕнтерсе çын тунă. Çавăнпа та эпир пурте пĕр çемье, - тет вăл хăй чăн-чăн чăваш пулнипе мăнаçланса. Вăл каланă тăрăх Мускаври чăвашсен ентешлĕхĕ йĕркеленĕ иккен çак уява. Нарспипе Сетнер сăнарне сăнарланă композици умĕнче те халăх хĕвĕшет. Ача-пăчана вара ÿп­ле савăнтарать, унта кĕре-кĕре ларса сăн ÿкерттереççĕ. Таврана чăваш юрри саланса кунти чăвашсен кăмăлне çĕклени палăрать. Чăваш эстрада артисчĕсемпе пĕтĕм халăх ташласа юрлать. Кунтах Виктор Петров кулăш ăсти тĕрлĕрен вăйăсем ирттерчĕ. Çам­рăк каччăсемпе вăй питти арçынсем спорт вăййисене хутшăнчĕç. Кĕскен каласан, асра юлмалли самантсем сахалах пулмарĕç.
 
    Чылайччен янăрарĕ тăванлăх юрри Мускав çийĕн. Чăваш çĕрĕнчен аякра пурăнаççĕ пулсан та, эпир пурте пĕр çемье.
 
А. Николаева.


21 июня 2008
00:00
Поделиться