Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырă улшăнусем пулсах пыччăр

     Пуласлăх пирки шутламасан пурнăç малалла каймасть çав. Халĕ «Шоркистринский» производство кооперативĕ хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе çулсеренех ят-сумне ÿстерсех пырать. Кооператив паха кирпĕч кăларнисĕр пуçне ял хуçалăх енĕпе те пысăк ÿсĕмсем тăвать. Итлетĕп те Иван Геннадьевича - калаçăвĕ тикĕссĕн юх­са пы­рать. Хăй ертсе пыракан кооператив ĕçĕ-хĕлĕ пир­ки кăсăклăн каласа парать вăл: сăмахĕ кĕске, уçăмлă. Хă­йĕн ĕçне чунтан парăннă тата ăна тĕплĕн пĕлекен, пурнăçлакан ăста çеç кăсăклăхсен авăрне туртса кĕме пул­тарать. Эппин вулакана тĕплĕнрех паллаштарар-ха «Шор­кистринский» кооператив ĕçĕ-хĕлĕпе.
 
Тăрăшни сая каймасть
 
     «Шоркистринский» кооператив йĕркеленнĕренпе 20 çул çитрĕ. Çак тапхăрта ку предприяти миçе миллион штук кирпĕч кăлармарĕ пулĕ! «Предприятин ячĕ йĕркеллĕ çын ячĕ пекех - хăйех пысăк капитал. Вăл кăларакан продукци бренчĕн пĕр пайĕ пулса тăрать», - тесе палăртнă ЧР Президенчĕ Н. Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Продукци тенĕрен, кунти ĕçченсем туса кăларакан кирпĕч Шупашкарти строительство мате­ри­а­лĕ­­сен технологине, пахалăхне тĕ­рĕс­лекен лаборатори витĕр тухать, ГОСТ требованийĕсене тивĕçтерет. Кооператив 2007 çула лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Çав çул пурĕ 2 миллион та 596 пин штук кирпĕч, керамзитпа бетон блокĕ 17 пин те 832 штук туса кăларнă. Кăмакаран тухнă тавар нумайччен выртмасть, çийĕнчех сутăнать. Акă ку хутĕнче те ко­опе­ративра хĕрÿ ĕççи пуçланчĕ. Ĕç процесĕ вара кăткăс та йывăр. Ытларах ĕçе алă вĕççĕн пурнăçламалла. 16 камера ĕçлет кунта, кашнине 7 пин те 500-шер çурма фабрикат кĕрет. Кăмакаран «вĕри кукăль» кăларнă пек «пиçсе тухаççĕ» вĕсем. М–100 - 125 маркăллă кирпĕч хăйĕн пахалăхĕпе палăрса тăрать. Ăна çурт-йĕр хăпартма чылай çын туянать. Унсăр пуçне блоксем кăларассипе те çанă тавăрса ĕç­леççĕ. Çĕнĕ оборудовани туянни унăн пахалăхне тата та лайăхлатма май парать. Кăçалхи пăрремĕш кварталта иртнĕ çулпа танлаштарсан ытларах блок кăларнă. Пĕрре­мĕш кварталта 23 пин штук блок туса хатĕрленĕ.
 
    Пĕр сăмахпа каласан çак кооперативра кăларакан продукци халăха тивĕçтерет.
 
    Унсăр пуçне ăна районти пред­приятисемпе организацисем, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен те килсе туянаççĕ.
 
     Пĕр енлĕ çеç ĕçлемест кооператив. Ял хуçалăх енĕпе те пысăк ÿсĕмсем тăвать. Кăçал пурĕ çĕр улми - 65 гектар лартнă, тĕш тырă 100 гектар акнă. Хальхи вăхăтра çĕр улмине МТЗ-82 маркăллă тракторпа кăпкалатассипе ĕçлеççĕ. Пăхатăн та çĕр улми пуссине пĕр çум курăк та çук. Çĕр улми пĕр тикĕссĕн шăтса тухнă. Паха вăрлăхсене акаççĕ кунта: «Удача», «Ред Скарлетт», «Невский», «Чайка», «Луговской».
 
    Пурлăхпа техника базине те çулсеренех вăйлатса пыраççĕ вĕсем. Çапла пулмасăр, хальхи вăхăтра хăватлă техникăсăр ĕç процесĕ мала каяймасть паллах. Акă иртнĕ çул 1 миллион та 200 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ техника туяннă. Кăçал пĕрремĕш кварталта тата 570 пин тенкĕлĕх оборудованипе пуянланчĕ кооператив. Çитес вăхăтра вара çĕр улмине пухса кĕртмелли комбайн туянас тĕллев лартнă вĕсем.
 
    Туслă йышпа ĕç ăнать
 
     Шанчăклă, яваплă ĕçченсем - коллектив тĕрекĕ. Çапла çирĕплетет Иван Геннадьевич Иванов директор. Ăнăçу кадрсенчен килет, тетпĕр. Кунта ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Акă Г.Никифорова, Г.Дмитриева рабочисем кооператив уçăлнăранпах вăй ху­раç­çĕ. Н.Фролов рабочи те хăйĕн ĕçне пысăк пахалăхпа пурнăçлать.
 
     «Пирĕн тĕллев - халăха пахалăхлă продукципе тивĕçтересси, пурлăхпа техника базине çулсерен вăйлатасси», - тет И.Иванов пуçлăх.
 
     Юлашкинчен çакна палăртмалла: кашни çын пурнăçра хăйĕн вырăнне тупмаллах. Юрат­нă ĕç пултăр, ăна чун ыйтнă пек пурнăçламалла. Çавăн чухне çеç этем паянхи куна усăсăр ирттерменнине туйса илсе, ĕненсе, ыран­хи куна шанчăклă ĕмĕтпе пăхма пултарать.
 
З. ПАВЛОВА.


21 июня 2008
00:00
Поделиться