Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Куллен çÿлелле кармашать

    Район центрĕнче тăвакан физ­культурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекс куллен-кун çÿлелле çĕкленсе пырать. Халĕ ăна пăхма та кăмăллă. Кĕçех комплексăн административлă çур­чĕн виççĕмĕш хутне кирпĕчпе купаласа пĕтереççĕ. Чÿречесене ларт­нă. Тимĕр каркассене вырнаçтарнă. Ĕç графикпе килĕшÿл­лĕн кал-кал пулса пырать. Шупашкарти «Водоснабжение» куçса çÿрекен механизациленĕ колонна» тулли мар яваплă обществăн строи­телĕсем хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, пахалăх çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ.
 
    Хатĕр раствора ятарлă «Миксер» техникăпа Шупашкартан илсе килеççĕ, ăна вара кунта виç­çĕмĕш хута хăпартаççĕ, ку уйăхра кирпĕче купаласа пĕтермелле.
 
     Электромонтажниксем хăйсен ĕçне вĕçлеççĕ. «Миллениум» тулли мар яваплă обществăн строителĕсен икĕ кашта анчах хумалла, вара ĕçĕ те пĕтет, вĕсем ĕçлеме урăх объек­та куçаççĕ.
 
- Пирĕн тата карлăк тумалла, шыв кĕртмелле, канализаци, çур­­та ăшăтмалла тумалла, модульлĕ котельнăй вырнаçтармалла, - тулли кăмăлпа каласа па­рать участок начальникĕ Геннадий Алексеевич Кузнецов. Ку ĕç пысăк хăвăртлăхпа малалла пырать. Пурте йĕркеллĕ пулса пырать пулсан, декабрь уйăхĕнче вăл алăкĕсене спорта юраткансем валли яриех уçса ярĕ.
 
А. ИЛЬИН.


21 июня 2008
00:00
Поделиться