Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Паккус хыççăн паккус выртать

     Хĕрÿ ĕççи вĕçленнĕ, анчах та хресченĕн пĕр канăç та çук. Халĕ утă вăхăчĕ. Выльăх-чĕрлĕх тĕ­рĕс-тĕкел хĕл каçтăр тесен ытлă-çитлĕ утă хатĕрлемелле. Ку вара Шăхальсемшĕн çĕнĕлĕх мар. Вĕ­сем тĕш тырă, нумай çул ÿсекен культурăсен вăрлăхне туса илессипе ĕçлеççĕ. Хăйсем те утă-улăм­не çителĕклех туса илеççĕ. Халичченхи вăхăтра рапс, кукурус çитĕнтернĕ, халĕ вара люцерна, козлятник акса лартса туса илеç­çĕ. Ку хуçалăхра çум ку­рăк кашласа ларакан участоксем çук. Аяк­ран пăхсанах нумай çул ÿсекен козлятник анисем куçа илĕртеççĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене туса илни тăкаксене те чылай чакарать, уй-хирсенче çум курăк кашлассине те сахаллатнине ла­йăх ăнланаççĕ Шăхальсем. Хуçалăх валли те, ял халăхĕ валли те выльăх апачĕ пулать. Юнашар республикăри çынсем те выльăх апачлĕх утă туянасшăн. Ку хуçалăхра козлятник 220 гектар йышăнать. Хуçалăх ертÿçисем каланă тăрăх унăн пахалăхĕ пысăк, утти çемçе, выльăх юратса çиет. Хальхи вăхăтра ку хуçалăхра козлятник ани çинче ĕç вĕресе кăна тăрать. Утă çулмалли комбайнпа М.Тапиновпа А.Улья­нов механизаторсем тата МТЗ-82 трактор çумне роторлă косилка кăкарса В.Петров утă çулаççĕ. Паккус хыççăн паккус выртса юлать. Уттине вара утă çавăрса типĕтмелли ятарлă агрегатпа (ворошилкăпа) енчен енне çавăрттарса типĕтеççĕ. Типĕ утă­на рулонсем туса çумăр лекмелле мар вырăна тирпейлесе хураççĕ.
 
А. Николаева.


21 июня 2008
00:00
Поделиться