Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Пурнăçри чи пысăк парне»

     К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви йĕр­келенипе ĕç династийĕсен улттăмĕш съезчĕ иртнĕ. Пухăннисене Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров саламланă.
- Ĕç династийĕсен слечĕ 2003 çултан - Чăваш Республикинчи Çемье çулталăкĕнчен - пуçласа пирĕн йăлана кĕчĕ. Эпир çак ĕçе пуçаруллă тытăннин витĕмĕпе 2008 çул пĕтĕм Раççейĕн Çемье çулталăкĕ пулса тăчĕ, - тенĕ вăл. - Паян эпĕ сире Чăваш Республики умĕнче тăракан тĕллевсене пурнăçа кĕртес ĕçе тÿпе хывнăшăн чĕререн тав тăватăп. Çак тÿ­пе калама çук пысăк. Хальхи Чăваш Ене эсир çĕклетĕр. Сирĕн ĕç­ченлĕхпе пултарулăх республикăн социаллă пурнăçпа экономика тăнăçлăхĕн никĕсĕ пулса тăрать. Пире ĕçе, тăван çĕре, ача­сене юратни пĕрлештерет. Çак пахалăхсем ăруран ăрăва куçса пыни çав тери аван.
 
    Слетра ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Н.Суслонова тухса калаçнă.
 
- Çемье мĕн чухлĕ телейлĕрех тата тăнăçлăрах, пирĕн общество та çавăн чухлĕ лайăхрах. Çемье çулталăкĕнче пурне те телейпе пархатар, Ырă ĕçсен çулталăкĕнче сывлăх тата ырăлăх ытларах сунатпăр, - тенĕ. Слетра нумай çул тăрăшса ĕçленĕ­шĕн, ăсталăхшăн, ĕç йăли-йĕркине упраса тата аталантарса пурăннăшăн чи лайăх ĕç династи­йĕ­сене ЧР Президенчĕн Тав хучĕпе, хаклă парнесемпе, чечексемпе чысланă.
 
    Уява çулсерен республикăн тĕрлĕ районĕпе хулинчен 35 ĕç династине чĕнеççĕ. Ку хутĕнче слета пирĕн районтан Аслă Чакри Генинсен учитель династийĕ хутшăннă. Вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 432 çул. Учительсен çем­йинче çуралса ÿснĕ Михаил Геннадьевич Генинăн мăшăрĕ - Любовь Петровна 1968 çултанпах Аслă Чакри шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме пуçланă. Савнă мăшăрăн ашшĕпе амăшĕ, Геннадий Яковлевичпа Мария Евграфовна Яковлевсем, ĕмĕрĕпех учительте тăрăшнă. Лю­­бовь Петровна 42 çул педагогикăра, вĕсенчен 25 çул хушши завуч пулса ĕçленĕ. Ачисем те - Светлана, Ирина, Надя тата кĕ­рÿ­­шĕ­сем те амăшĕн çулне суйласа илнĕ, республикăн тĕрлĕ районĕсенчи шкулсенче вăй ху­раççĕ. Ирина Михайловна Энĕш­пуç шку­лĕнче психолог, Надежда Михайловна Вăрмарти пĕрре­мĕш вăтам шкулта тăрăшаççĕ.
 
     «Уявра Чăваш Республикин Президенчĕ панă Тав хучĕ маншăн пурнăçри чи пысăк парне, электричествăпа хăвăрт ăшăтакан кăмака (микроволновая печь) пани вара çемьешĕн тĕлĕнмелле хаклă парне, - савăнса каласа парать çемье пуçлăхĕ Любовь Петровна Генина. - Вĕренни, ĕçлени, ачасене чуна парса ĕçленине пысăк хак панăшăн чунтан савăнатпăр»...
 
    Хăйсен ĕçне чунтан парăннă, хастар та пултаруллă çынсемпе мухтанма, вĕсенчен вĕренме, тĕслĕх илме чăннипех аван.
 
А. Хованский.


21 июня 2008
00:00
Поделиться