Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ялсенчи уявсем

      ВĂТАКАС. Сар хĕвеллĕ те ăшă çĕртме кунĕсем тин кăна пуçланнăччĕ-ха, халĕ вара уйăх вĕçленесси те инçе мар. Шутлă вăхăтсем çав тери сисĕнмесĕр иртеççĕ-çке. Православи календарĕнче Турă уявĕсем сахал мар. Тĕне ĕненекенсем, тăтăшах чиркĕве çÿрекен çынсем кашни уявах пилĕк пÿрне пек пĕлсе тăраççĕ, унăн саккунĕсене çирĕп пăхăнаççĕ.
    Районти ялсенчен Вăтакас (Воз­несенское) Православи йă­ли-йĕркисене тытса пырать. Те­пĕр аякри чăваш е вырăс Вознесенск тесен тĕлĕнет, шухăша каять. Сăмахĕ те асамлă та-ха. Ĕлĕкрех чухне кунти чиркÿ шавласа-кĕрлесе тăнă, чан çапнине таçтан аякран курма килнĕ, çынсем пĕрле пухăнса ĕçсе-çисе савăннă, юрласа ташланă, Турăран çăлăнăç, канлĕх ыйтнă. Ха­лĕ те ялта пурăнакан шур сухалсемпе кинемейсем çамрăксене тăтăшах кун çинчен каласа па­раç­çĕ, ырăпа усала уйăрма вĕ­рентеççĕ.
 
      Шăп та лăп Турă çÿле хăпарнă куна ял уявĕ теме тытăннă та Вăтакассем.
 
       Ирхине çумăр çĕр питне çуса йĕпетрĕ те кăнтăрла тĕлĕнче варкăш та уçă çил ăна типĕтме тытăнчĕ. Сар хĕвелĕ те пĕлĕтсем хушшинчен ăшпиллĕн пăхрĕ, çын­семпе пĕрле савнăçне пытараймарĕ. Ялти халăха тата килнĕ хăнасене, район пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăх, экологи, çĕрпе пурлăх пайĕн ертÿçи Л.Петров, вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, район Пухăвĕн депутачĕ Г.Боредский ăшшăн саламларĕç, ял уявне пуçласси çинчен пĕл­тер­чĕç. Ĕлĕкхи кивелнĕ ырă йăла-йĕркесене çĕнĕ­рен чĕртсе тăратасси пирки те пычĕ çивĕч ка­лаçу. Ку, паллах, ял халăхне хавхалантарчĕ. Хăшĕ-пĕри укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусене çывăх кунсенчех пурнăçламалли пирки сăмах тапратрĕ. Хамăр тăрăшсан, çине тăрсан, сăмаха çилпе вĕçтермесен асăннă япаласене тума пулатех, шухăша ĕçпе çи­рĕплетмелле кăна. Республикăри çĕр-çĕр ял­сен хушшинчи ăмăртура чăн-чăн чăваш хастарĕ Ю.Зарев «Чи пултаруллă ял старости» хисеплĕ ята тивĕç­нĕ. Темиçе çул каярах кăна-ха «ЧР тава тивĕçлĕ çĕр ĕç­ченĕ» ят илем кĕртнĕччĕ. Халĕ вара татах çĕнĕ хисеп. Чыс та мух­тав çавнашкал çынсене. Саламсем, пĕтĕмлетÿсем вĕçленсен ялти художество пултарулăх коллективĕн членĕсем сцена çи­не ярăнса тухрĕç, чăн чăвашла, хамăрла. А.Ильин баянист куракансен чĕрине илем­лĕ кĕвĕ вĕр­се кĕрт­рĕ. Н.Захарова, О.Андреева, П.Николаев юрланисене халăх уйрăмах ăшшăн йышăнчĕ. Сце­на çинче пуçласа утăм тăвакансем те концерт уявне самай илемлетрĕç. Çак хушăрах физкультура учителĕ А.Петров çынсене спорт вăййисене явăçтарчĕ. Пурте хутшăнчĕç уявра, никам та айк­кинче пăрăнса юлмарĕ.
 
       Шупашкартан килнĕ чăваш эстрада çăлтăрĕсен концертне ку­ракансем татах та хапăлларĕç. В.Леонтьев, Л.Васильева, А.Федорова юрăçсемпе чылай вăхăт хушши ташласа савăнчĕ ял халăхĕ. Н.Ванеркин, В.Федотов, Н.Зарев ентеш-спонсорсене пысăк тав сăмахĕ каламалла. Чăннипех пысăк парне пулчĕ çак уяв. Малашне те унăн хăвачĕ, йăли-йĕрки ан иксĕлтĕр.
     КивĔ Шулхан. Сăмах май, Çимĕк кунĕнче çак пирĕн ялта çеç Сĕрен текен уяв пулса иртет. Ĕлĕкхи пекех ача-пăча килĕ­рен çăмарта пуçтарса çÿрет, яш-кĕ­рĕм вĕсем хыççăн урамран урама çÿресе Сĕрен юрри юрласа вăйă карти тăвать. Акатуя 12 сехетре О.Васильева уçрĕ. Вăл ял халăхне уяв ячĕпе саламларĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сун­чĕ, шухăшланă ĕмĕчĕ­сем пурнăçланччăр терĕ. Унтан вăл ялти 90 çултан иртнĕ ватă­се­не М.Александрова, Л.Данилова, А.Алексеева, вăрçă участникĕсене Н.Михайлова, И.Семенова, çемье чăмăртаннăранпа 50 çул çитнине паллă тунă В.Кожановсен, Г.Егоровсен, З.Его­ров­сен çемйисене парнесем пар­са ăшă сăмахсем каласа чысларĕ.
      Акатуйра тĕрлĕ вăйăсене ача-пăча, ватти-вĕтти, арçынни-хĕ­рарăмĕ хутшăнчĕ. Кире пука­нĕ­сене çĕклерĕç, ывăтрĕç, алă вă­йĕсене виçрĕç. Халăха ытларах куçа хупса хуран айĕнчи тивĕ­çекен парнене ал туййипе тĕл­лесе çапса лектересси килĕшрĕ. Каярахпа кĕрешÿ пуçланчĕ. Çак вăй­йа малтан ача-пăча уçрĕ, пĕр­не те парнесĕр хăвармарĕç. Каярахпа тĕрлĕ ялтан пуçтарăннă паттăрсем хăйсен вăйне виçрĕç. Тем пек çивĕч кĕрешÿ пырсан та хамăр ял паттăрĕсем мала тух­рĕç. Ял паттăрĕ ята А.Павлов ти­вĕçрĕ. Вăл кăçал Кавал ялĕнчен те паттăр пулса така илсе таврăн­чĕ. Иккĕмĕш вырăна В.Петров, виççĕмĕшне вара кăçал 10-мĕш класс пĕтернĕ А.Назаров йышăн­чĕç. Вĕсене пурне те укçан тата хаклă парнесем парса чысларĕç. Акатуй вара ял çамрăкĕсем пуçтарăнса шашлăк пĕçерсе çинипе, ташă-юрăпа вĕçленчĕ.
     Акатуй пуçланиччен ял халăхĕ хушшинче лотерея вăййи ирттерчĕç. Çак уява ирттерме ук­çа уйăрса панă çынсем те тĕрлĕ парнесене тивĕçрĕç. Вĕсем: Г.Васильев, Т.Егорова, Л.Ларионова тата Владимир тата Виталий Алек­сандровсем. Акатуй халăхĕ валли лавккасем тĕрлĕ тутлă ĕç­ме-çиме, шашлăк сутрĕç.
      Кунĕ те питĕ ăшă та лăпкă тă­чĕ, халăх чун-чĕререн савăнчĕ, канчĕ. Акатуя ертсе пыракансем О.Васильева, И.Портнова, А.Павлова ăшă та ырă сăмахсем каларĕç, çитес çулсенче пирĕн Ки­вĕ Шулхан ялĕнче те клуб пуласса пĕтĕм ял халăхĕ шанса тăрать.
 
Н. ИСАЕВ, Т. ПАВЛОВА.


21 июня 2008
00:00
Поделиться