Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕчĕк ялсене - асфальтлă çул

     Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн «Чăваш Рес­публикинчи автомобиль çулĕ­сем тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕ­пе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указ пирĕн районта ăнăç­­лă пурнăçланса пырать. Автомобиль çулĕсем мĕн ĕмĕртен наци пуянлăхĕ пулнă. Йĕркеллĕ пур­нăç условийĕсем тăвас тесен малашлăхлă çав пĕтĕм территорие хальхи инженери, çул-йĕрпе транспорт тата социаллă пурнăç ин­фратытăмĕсемпе тивĕçтер­мел­ле. Çакна тĕпе хурса район администрацийĕ, «Чăвашавтодор» патшалăх унитарлă предприятийĕн Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство ĕçченĕсем, çул-йĕрпе çыхăннă ытти юсав­па строительство организацийĕсем тăрăшса вăй хураççĕ. Халь­­хи вăхăтра Кĕçĕн Шăхаль, Атнаш ялĕсем патне асфальтлă çул са­раççĕ. Кĕçĕн Шăхале кĕрекен çула тума Вăрмарти çул-йĕ­рĕн юсавпа строительство управленийĕн ĕç­­ченĕсем тăрăшса вăй хураççĕ. Унсăр пуçне Вăр­мар - Вăрмар кукри ав­тоçула юсассипе те пысăк ĕç­сем тăваççĕ.
    Пĕтĕмĕшле каласан, ЧР Президенчĕ Н.Федоров ку енĕпе палăртнă программăна туллин пурнăçа кĕртме палăртаççĕ.
    Строительсен ĕçне курсан та ку чăн та çапла пуласси пирки пĕрре те иккĕленме çук.
     Эппин такăр çулпа кашни ялах çитес вăхăтра çитме май пулĕ. Водительсемшĕн те, çуран çÿрекенсемшĕн те ку пысăк парне.
 
З. Павлова.


26 июня 2008
00:00
Поделиться