Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пуласлăх вĕсенче

    Çыннăн ÿт-пÿ сывлăхĕ ăс-хакăл сывлăхĕпе, унăн тĕнче курăм культурипе тата йăла культурипе тачă çыхăннă. Çамрăк ăрăва ырă-сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хă­нăхтарас тĕллевпе «Чăваш Ен» Фонд хушăвĕпе килĕшÿллĕн Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта сывă пурнăç йĕркине тытса пы­ракан ирĕклĕх пĕрлешĕвĕн ресурс центрĕ йĕркеленнĕ. Унта 8 «б», 7 «в» класра вĕренекенсене явăçтарнă. 8 «б» класра вĕре­некенсем «Эпĕ, эсĕ, вăл - сывă çĕр­-шыв» проектпа ятарлă вĕрен­тÿ ирттернĕ. Çакна палăртмалла: республикăра çакăн йышши 30 ресурс центрĕ ĕçлет. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - çамрăксене волонтер ĕçĕ - хĕлне явăçтарасси, ватăсене, инвалидсене пулăшма хăнăхтарасси, вĕсене хÿтлĕх парасси. Тĕрлĕрен акцисем, конкурссем ирт­тересси кунта ырă йăлана кĕнĕ. Акă нумаях пулмасть «Ют ачасем пулмалла мар», « Пирус туртма пăрах!», «Эрех - сывлăх тăшманĕ», Майăн 9-мĕшне халалласа «Георгиевская лента», Раççей кунне халалласа «Раççей кунĕ» акци ирттернĕ. Унсăр пуçне «Тантăш тантăша» ятпа тренинг, шкул ачисен хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли çинчен калаçусем пулнă. Шкул çу­мĕнчи ĕçпе кану лагерĕсенче те волонтерсем пысăк активлăх кăтартаççĕ. Вĕсем хутшăннипе тĕрлĕрен интереслĕ мероприятисем иртеççĕ. Арапуçĕнчи çул çитмен ачасен реабилитаци центрĕнче пулса кунти ачасемпе тĕрлĕ конкурссем, вăйăсем ирттереççĕ. Волонтерсем çитес вăхăтра ачасен сывлăхне çирĕплетекен «Ро­мантика» лагере те кайса тĕр­лĕ мероприятисемпе пуянлатма палăртаççĕ.
      ЧР Президенчĕ Н.Федоров 2008 çула «Ырă ĕçсен çулталă­кĕ» тесе палăртнă. Çавна май сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан ирĕклĕх пĕрлешĕвĕн ресурс центрĕ « Ырă ĕç ту» акци йĕркелес тĕллевлĕ. Çак акци ию­нĕн 27-мĕшĕнче район центрĕнче иртмелле. Хисеплĕ вулаканăм, сире те унта активлă хутшăнасса шанатпăр.
 
И.ГАЛКИНА.


26 июня 2008
00:00
Поделиться