Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ЧЫС ТА МУХТАВ ЕНТЕШСЕНЕ

     Пирĕн районтан республика, Раççей шайĕнче чапа тухнă паллă ентешсем сахал мар. Вĕсен хушшинче çыравçăсем, культура, медицина, вĕрентÿ сферинче, ял хуçалăх отраслĕнче, промышленноç производствинче çитĕнÿ тунисем чылай. Кашни çулах вĕсене районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче Акатуйра чыслаççĕ, хисеплĕ ят параççĕ. Акă Вăрмарти 56-мĕш Акатуйра «Районăн хисеплĕ гражданинĕ» сумлă ята чылай çул районти ял хуçалăх управленине тата «Сельхозхими» пĕрлешĕвне ертсе пынă В.Мадянов, пултаруллă композитор, ЧР Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Аслă Отечественнăй вăр­çă ветеранĕ Г.Мок­лаков тивĕçнĕ. Иртнĕ çул вара ку хисеплĕ ята тĕр­лĕ çулсенче парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче тухăçлă ĕçленĕ А.Борцов тата М.Петров тивĕçнĕ пулнă.
      Кăçалхи Акатуйра В.Мадяновпа Г.Моклакова «Районăн хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕçнипе район пуçлăхĕ В.Кириллов саламланă, хĕрлĕ хăю çыхнă, парнесем панă. Акă нумаях пулмасть хаçат редакцине ĕçпе вăрçă ве­тера­нĕн­чен Г.Моклаковран çыру килчĕ. Вăл çак çырура хăйне пысăк хисеп тунăшăн Вăрмар ра­йон халăхне, Вăрмар район пуçлăхне В.Кириллова чĕререн сума сăвать.
     «Эсир мана пысăк хисеп тунăшăн тав тума сăмах та çитес çук. Эпĕ сире ĕмĕр манас çук», - тенĕ вăл çак çырура. Юлашкинчен хăйĕн шухăшне «Тавтапуç тăван района» сăвăпа вĕçленĕ.
«Вăрмарăм, Вăрмарăм,
 
Сана манаймарăм.
 
Хуть ăçта пулин те,
 
Эс асран тухмарăн.
 
Мухтавлă ентешсем
 
Пурте ман юрăра,
 
Тайма пуç пуриншĕн те
 
Тăван Вăрмара», -
 
тенĕ вăл юлашкинчен.
    Эппин, пирĕн районшăн пысăк ĕç туса çак сумлă ята тивĕçекенсем малалла татах та ытларах пуласса шанас килет.
 
З. Павлова.


28 июня 2008
00:00
Поделиться