Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ентешсем ырă ята тивĕçнĕ

     Шупашкарта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн нумай енлĕ залĕнче «Ертсе пырасси. Экономика. Аталану» ятпа экономика форумĕн пĕтĕмлетÿ ла­рăвĕ иртни çинчен пĕл­тер­нĕччĕ. Унта Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов, заместителĕ Л.Петров, райадминистрацин экономика, промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Н.Краснова, «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществин, «Аван-Полимер», «Гермес» тулли мар яваплă обществăсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Вăрмарсем «Экономика аталанăвĕн тĕп шăнăрĕ - пĕ­чĕк та­та вăтам бизнес» «çавра сĕ­тел» тĕл пулăва хутшăннă. Кунтах Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсемпе пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе ата­лантарас енĕпе ирттернĕ конкурс итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министрĕн заместителĕ А.Быченков çак конкурсра пирĕн район çĕнтер­нĕ­шĕн район пуçлăхне В.Кириллова Дипломпа чысланă.
    Çавăн пекех форумра «Чи лайăх инвестици проекчĕ», «Чăваш Республикин чи лайăх экспортерĕ» конкурссен çĕнтерÿçисене чысланă, «Чăваш Ен чи лайăх организацийĕсем» рейтинг итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. «Вăтам бизнесри чи лайăх проект» номинацире «Аван-Полимер» тулли мар яваплă общество (директорĕ О.Ильин) иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
      «Чи лайăх архитектура проекчĕ» номинацире «Аван-С» (генеральнăй директорĕ С.Павлов, вăл Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ) тулли мар яваплă общество Диплом çĕнсе илнĕ.
      Форумсенче экономика тата финанс ыйтăвĕсене, экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса кăлармалли, ресурссем перекетлекен технологисемпе усă курмалли, пĕчĕк бизнес инвестици хывмалли тата ытти майсене анлăн сÿтсе явнă.
 
З. Елакова.


28 июня 2008
00:00
Поделиться