Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Патăрьел çĕрĕ çинче

    Пирĕн районти пултаруллă спортсменсем маунтинбайк енĕпе Чă- ваш Республикин Кубокне çĕн­се илессишĕн Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхалĕнче ирттернĕ виç­çĕмĕш тапхăрти ăмăртусене хутшăнчĕç.
    Çивĕч кĕрешÿре Вăрмарсем призлă вырăнсене çĕнсе илчĕç.
     Чи çамрăккисен ушкăнĕнче Д.Яковлев (Кивĕ Вĕренер) - пĕр­ремĕш, В.Михайлов (Вăрмар поселокĕ) иккĕмĕш вырăнсене çĕн­се илчĕç.
     1994-1995 çулсенче çуралнисем хушшинче те пирĕн велосипедистсем пултаруллă пулчĕç. А.Архипов (Мăнçырма) - пĕрре­мĕш, Р.Боредский (Пинер) виççĕ­мĕш вырăна тухрĕç.
    1992-1993 çулсенчи арçын ачасем те ăнăçлă ăмăртрĕç. Г.Романов (Мăнçырма) - пĕрремĕш, Н.Чубуков (Çиçтĕпе) виççĕмĕш вы­рăнсене тивĕçрĕç.
     1990-1991 çулсенче çуралнă арçын ачасенчен И.Тимофеев (Вăрмар поселокĕ) выляса илчĕ, пĕрремĕш пулчĕ.
      1989 çулта çуралнă тата унтан та аслăрах ушкăнри арçынсем хушшинче тупăшу уйрăмах çивĕч иртрĕ. Шупашкарта Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен спорт мастерĕн кандидачĕ А.Саминов (Çĕнĕ Шулхан) дистанцие иккĕмĕш вĕçлерĕ. Ун хыç­çăнах финиша Шупашкарта Олимп резервĕсен училищинче ăс пухакан С.Пудриков (Вăрмар поселокĕ) персе çитрĕ, виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
    1992-1993 çулсенче çуралнă хĕр ачасенчен Шупашкарта Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен М.Семенована çитекенни пулмарĕ.
 
С. Архипов.


28 июня 2008
00:00
Поделиться