Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Выльăхсене лейкозпа бруцеллезран сыхлар

    Лейкоз - ĕне выльăхсен вăраха пыракан инфекци чирĕ. Унпа ытларах пысăк продуктивлă ĕнесем, лашасем, сурăхсем, килти ыт­ти выльăхсем чирлеççĕ. Малтанхи тапхăрта вăл паллăсемсĕр аталанать. Чирлĕ выльăх сывви пекех апат çиет, продукци парать, унран нимпе те уйрăлса тăмасть темелле. Çакна выльăх юнне лабораторире тĕрĕслесе кăна пĕл­ме пулать. Çавăнпа ĕнтĕ пĕрле­шÿл­лĕ хуçалăхсенчи тата харпăр хăй хуçалăхĕнчи ĕне выльăхсене 6 уйăхран пуçласа çуллен тĕ­рĕслесе тăма тăрăшатпăр. Çавăн пек массăллă тĕрĕслевсем чире малтанхи тапхăртах тупса палăртса вăл сарăлассинчен сыхланма пулăшаççĕ. Чиртен сывалма çук, вирус юна лекрĕ пулсан, вăл - ĕмĕрлĕхе. Вирус ернĕ выльăхсем чир-чĕр çăлкуçĕ пулса тăнине манмалла мар. Пăрусем вирус ернĕ выльăх сĕтне, ĕне ыррине ĕçсе, хăлхине шăтарса номерленĕ чух, массăллă инъекцисен вăхăтĕнче, тивĕçлĕ дезинфекци туман инструментсемпе, йĕпсемпе усă курсан чирлеме пул­тараççĕ. Пăрусем лейкозлă выльăхăн варĕнче выртнă чухне те сиенленеççĕ. Чир вируслă вăкăрсем урлă та сарăлать.
    Халĕ ютран ăратлă выльăхсем туянаççĕ. Вĕсене сывлăх тĕлĕшĕнчен тĕплĕн тĕрĕслесе туянмалла.
     Кĕтÿ кĕтнĕ вăхăтра пĕрле­шÿл­­лĕ хуçалăхсенче те, харпăр хăй хуçалăхĕсенчи çур çултан иртнĕ пăрусемпе ĕнесене те лейкозпа бруцеллезран юн илсе тĕ­рĕслемелле. Мĕншĕн тесен çакă чир сарăлассинчен сыхланма пу­лăшакан пĕртен-пĕр май. Вирус ернĕ выльăхсене сыввисемпе пĕр кĕтÿре çÿретмелле мар, вĕсене çийĕнчех какая ăсатмалла. Лейкоз вирусĕ çынна та ерме пул­тарать. Сывă мар выльăхăн сĕчĕпе ăна 74 градус таран вĕрилентерсе 20 çеккунтран кая мар пастеризаци тусан кăна усă курма юрать, вĕрилентермесĕр, пастеризаци тумасăр усă курма хушмаççĕ.
    Бруцеллез та выльăхсемпе çынсене ерекен, вăраха пыракан чир шутланать. Ăна Brucella микробĕсем пуçараççĕ. Ки чирпе кил хуçалăхри пур йышши выльăх та аптăрама пултарать. выльăхсен чирне (вĕсем хырăм пăрахни, хыçĕ вăхăтра ÿкменни, ар органĕсенчен юхса çÿрени) пĕлмелли чи шанчăклă мел - лаборатори тĕрĕслевĕ.
     Бруцеллез çынна тĕрлĕ майпа ерме пултарать. Çав сăлтавсен шутне чи малтан чирлĕ выльăхпа контактра пулни, унăн продукцийĕпе усă курни кĕреççĕ. Ытларах качакасемпе сурăхсем урлă çуркуннепе çуллахи вăхăтра ерет. Чир 1-2 эрнерен пуçласа 2 уйăх таранах тăсăлать. Çыннăн температури 39-40 градуса çити ÿсет (3-7 куна пырать), пĕр вăхăтрах шăнтать, тарлаттарать. Вăхăтра сипленмесен, чир шала каять, ал-урана, нерв системине, чĕрепе юн тымарĕсене тата шăкпа ар системине сиенлесе хăварма пултарать.
    Хăшĕ пĕрисем выльăх-чĕрлĕх чирĕ çыншăн хăрушă мар тесе шутлаççĕ пулĕ. Ку апла мар, кирек епле чир те организма сиенлет, сывлăха хавшатать. Сывă вы­льăхран илекен паха продукци çынсен сывлăхĕшĕн те усăл­лă. Лейкоз йышши чирсенчен вы­льăхсене сыватма çук пулсан та, кĕтĕве сыхласа хăварма пулать. Çапла тăвас-тăк, кашни выльăхăн сывлăхне тĕрĕслесе пĕл­мелле, чирлĕ выльăхсене сыввисенчен уйăрса илмелле. Выльăхсене пăхнă чух тасалăх, гигиена пирки манмалла мар.
       Шел пулин те, районти хăш-пĕр хуçалăхсенче выльăх-чĕр­лĕх витисенчи тасалăхпа гигиена çинчен манаççĕ. Çакă хăш-пĕр уйрăм килти хуçалăхсенче те палăрать. Асра тытар: ăçта тасамарлăх - унта чир-чĕр сарăлас хăрушлăх. Вите çеç мар, выльăх-чĕрлĕх те таса пулмалла.
 
В. Евгеньев.


28 июня 2008
00:00
Поделиться