Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чи лайăххисен шутĕнче

    Ÿркенмен, ĕçрен хăраман çын ăста та, маттур та. Ун пек çынсен аллинче ĕç те вĕрсе кăна тăрать. Акă, Кĕтеснерте çуралса ÿснĕ, ялтах пурăнакан Л.Краснова та çакнашкал пултаруллă çынсенчен пĕри.
   Кăçал районти Акатуйра «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне уйрăм кил хуçалăхĕсем хушшинче пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе Кĕтеснер ял тăрăхĕнчи Л.Краснова хуçалăхне чи лайăххи тесе йышăннă, ăна пĕрремĕш степеньлĕ Дипломпа наградăланă, «Чи лайăх хуçалăх» хĕрлĕ хăю çыхнă тата хаклă парне - DVD парса чыс тунă.
     Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Лариса Вячеславовна Шупашкарти профтехучилищĕре çĕвĕç профессине илнĕ, бухгалтерсен курсне вĕренсе пĕтернĕ. Анчах та выльăх-чĕрлĕхе чунтан килĕштерни ăна тăван яла таврăнма хистенĕ. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕ­пе тăрăшулăх кăтартать. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çĕр ĕçĕпе тачă çы­хăннă.
- 8 гектар çĕр çинче çĕр улми çитĕнтеретпĕр, урпа акса тăватпăр. Пĕр ĕне, икĕ пушмак пăру, 25 кăркка усратпăр. Кашни кун патшалăха 40 килограмм сĕт сутатпăр, ятарласа ĕне сумалли аппарат туяннă, выльăхсен шутне ÿстерсе пыма тăрăшатпăр, - каласа парать ĕçе чунтан парăннă, пуçарулăх кăтартакан, ырă кăмăллă Краснова.
     Ĕçре ăна Мария Ильинична амăшĕ, Шупашкарти патшалăх университетĕнче электротехника факультечĕн пĕрремĕш курсĕнче вĕренекен Виктор ывăлĕ пулăшсах тăраççĕ.
     190 пин тенкĕлĕх илнĕ çă­мăл­лăхлă кредитпа вĕсем трактор валли сапаслă япаласем тата ытти туяннă. Выльăх-чĕрлĕх усрама хуралтăсем тунă. Пĕр сăмахпа каласан, чăннипех те пултарать вĕри чĕреллĕ, малашлăхшăн ăнтăлакан Лариса Вячеславовна. Эпир ăна çак пархатарлă ĕçре ăнăçусем сунатпăр.
 
А. Хованский.


02 июля 2008
00:00
Поделиться