Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Савăнчĕ уявра халăх

      Çимĕк хыççăн кашни çулах Энĕшпуçсем ял уявне ирт­тереççĕ. Акă кăçал та çак ырă йăлана тăсас терĕç. Ял ха­лă­хĕ те чăтăмсăррăн кĕтет ăна, ара çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕ­тесĕсенче пурăнакан Çимĕке килнĕ тус-юлташсемпе тĕл пулса хутшăнма, ялта нумайранпа пулман ентешсем­пе курса калаçма, юрă-ташăпа киленме, ял-йышăн çитĕнĕвĕсемпе савăнма, тĕрлĕ хыпар-хăнар пĕлме пулать-çке уявра.
      Ирхине ирех Энĕшпуç çийĕн янăракан савăнăçлă юрă-кĕвĕ ха­лă­ха ял уявне йыхравларĕ. Çанталăкĕ те ял-йыш кăмăлне тивĕçтерсе тÿлек те хĕвеллĕ тăчĕ. Кăнтăрла çитеспе çынсем ушкăнăн-ушкăнăн ял варринчи кану паркне пуçтарăнчĕç. Тĕрлĕ çĕр­тен килсе çитнĕ лавккаçсем суту-илÿ вырăнĕсене паркра ретĕн-ретĕн выр­наçтарса лартнă, халăха тĕр­лĕ тавар сĕнеççĕ, тутлă шашлăкпа илĕртеççĕ.
      Ял уявне саламлă сăмахпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов уçрĕ, ял уявне пуçласси çинчен пĕл­терчĕ. Район пуçлăхĕ В.Кириллов ячĕпе райадминистрацин культурăпа социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Г.Петрова саламларĕ. Уява Энĕшпуçĕнче çуралса ÿснĕ, çĕр-шывăн тĕр­лĕ кĕтесĕсенче пурăнакан ятлă-сумлă çынсем чылай килсе çитнĕ. Вĕсенчен пĕри, Мускавра пурă­на­кан В.Дмитриев полковник. «Савăнатăп тăван ялпа, чăнахах пултаруллă çынсем пурăнаççĕ çуралнă кĕтесре, шав малалла талпăнаççĕ. Тăван яла килмессерен кашнинчех ырă улшăнусем куратăп. Мĕнле хавхалантармăн-ха ĕçлекен çынсене», - терĕ вăл сăмахне ĕçпе çирĕплетсе. Валерий Алексеевич Мускаври офицерсен «Сы­ны Отечества» пĕр­ле­шĕвĕ ертÿçи В.Ильин вице-адмиралăн хушăвне пурнăçласа Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхне О.Иванова та­та унăн заместительне В.Муллинана «А.Г.Николаев СССР летчик-космонавт» ячĕллĕ медальпе, «Службăра палăрнăшăн» кăкăр çине çакмалли паллăпа А.Николаева наградăларĕ.
      Уява килнĕ халăх кăмăлне çĕк­леме шурă Шупашкартан чăваш эстрада çăлтăрĕсем çитрĕç, юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
     Концерт хыççăн спорт вăййисем пуçланчĕç. Спорт программи те пуян пулчĕ - волейбол, футбол, ал вăйĕ виçесси... Уйрăмах пуçтарăннă халăха наци кĕрешĕвĕ килĕшрĕ. Çак вăййа малтан ача-пăча уçрĕ, вĕсене те хавхалантарса парнесĕр хăвармарĕç.Унтан вара тĕрлĕ ялтан пуçтарăннă паттăрсем хăйсен вăйне виçрĕç. Çивĕч кĕрешÿре Энĕшпуçсем мах­хă памарĕç. Пурне те парăнтарса паттăра «Шоркистринский» кооператив пуçлăхĕн çумĕ Д.Иванов тухрĕ.
     Чылайччен савăнчĕ халăх. Тул­ли кăмăлпа каç сĕмĕпе тин уявран саланчĕ. Чăннипе те ĕç­ле­ме те, савăнма пĕлет ял халăхĕ.
 
П. АЛЕКСЕЕВ.


02 июля 2008
00:00
Поделиться