Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Канашлу ирттернĕ

     Район центрĕнче çĕкленекен физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли спорт комплексĕнче строительство ĕçĕсем кал-кал пыраç­çĕ. Кăçалхи декабрь уйăхĕнче ăна хута ямалла, пурĕ 132 миллион тенкĕ хывмалла.
      Паянхи куна 46 миллион тенкĕлĕх строительствăпа монтаж ĕçĕсем тунă. Комплекса хута яма укçа-тенкĕ ăçтан тупмалла-ха? Çак тата ытти ыйтусене анлăн сÿтсе яврĕç те ĕнтĕ строительство объектĕнче ирттернĕ канашлура. Унта строительсем малашнехи планĕсене палăртрĕç, ĕç пахалăхне хакларĕç. Ĕçлĕ канашлăва республикăри «Рукс» патшалăх унитарлă предприятийĕн директор заместителĕ Ю.Николаев, «ПМК «Водоснабжение» тулли мар яваплă обществăн тĕп инженерĕ Г.Семенов, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн заместителĕ А.Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кириллов, райадминистрацин строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай начальникĕ А.Тихонов, ачасемпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шку­лĕн директорĕ С.Архипов тата ыттисем хутшăннă.

А. Хованский.



05 июля 2008
00:00
Поделиться