Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Раççей тава тивĕçлĕ тренерне А.Федорова асăнса

     Шоссе çинче велосипедпа чупса Чăваш Республикин кубокне çĕнсе илессишĕн иккĕмĕш тапхăрти ăмăртăвĕсене тата районта мала тухассишĕн СССР спорт мастер­не, Раççей тава тивĕçлĕ тренерне А.Федорова асăнса йă­лана кĕнĕ йĕркепе Вăрмарта ирттернĕ улттăмĕш уçă чемпионата Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисемпе Муркаш, Патăрьел, Шăмăршă тата пирĕн район спортсменĕ­сем пурĕ 100 ытла хутшăннă. Ăна Республика кунне халалланă.
     Акă велосипедистсем районти Спорт çурчĕ умне пĕр рете йĕр­ке­ленсе тăнă. Ăмăртусем пуçланнă ятпа спортсменсене ра­йон пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов саламланă.
 
- Вăрмар çĕрĕ пултаруллă велосипедистсене кĕтсе илме яланах хатĕр. Спортăн ку енĕпе чапа тухнă велосипедистсем районта сахал мар. Вĕсен ырă тĕслĕхĕ ÿсе­кен çамрăк ăрăва çĕнĕ çитĕнÿ­сем тума хавхалантарать. Сире пур­не те паянхи ăмăртусенче ăнă­­çусем сунатăп, - тенĕ Юрий Васильевич. Çавăн пекех пултаруллă спортсмена, СССР спорт мастерне, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерне А.Федорова ырă сăмахсемпе асăнса та­та велосипедистсене çĕнĕ çитĕнÿсем сунса СССР спорт масте­рĕ, тĕнче чемпионатне хутшăн­нă, Алексей Федоровичăн воспитанникĕ Н.Федоров, СССР спорт мастерĕ, Чăваш Республикин физ­культурăпа спортăн тава ти­вĕç­лĕ ĕçченĕ, райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ-организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, малтанхи çулсенче физ­культурăпа спорт комитетне ерт­се пынă М.Семенов, ЧР велоспорт Федерацийĕн председате­лĕ Э.Павлов, В.Ярды ячĕллĕ республикăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Б.Ефи­мов, Алексей Федоровичăн мăшăрĕ Галина Ивановна тата ыт­тисем саламланă, ăнăçусем суннă. Кунтах А.Федоровăн ывă­лĕ, Раççей спорт мастерĕ, тĕнче чемпионатне хутшăннă Андрей та хутшăннă.
 
     Велосипедпа чупмалли трасса - Кивĕ Вăрмарпа Кивĕ Вĕренер ялĕсен хушшинчи асфальт сар­нă шоссе çулĕ.
 
     Чи малтанах старта 1996-1997 çулсенче çуралнă арçын ача­сем тухнă. Вĕсем 10 километрлă дистанцире тупăшнă. Пи­рĕн велосипедистсем чи пултаруллă пулнине çирĕплетсе панă. Д.Яковлев (Кивĕ Вĕренер) - пĕр­ремĕш, А.Таратин (Кавал) иккĕ­мĕш вырăнсене йышăннă.
 
    1994-1995 çулсенчи çамрăксем хушшинче те çĕнтерÿ пирĕннисен енче пулнă. Р.Боредский (Пинер) - пĕрремĕш, А.Архипов (Мăнçырма) иккĕмĕш вырăнсене тухнă.
 
   1990-1991 çулхи юниорсем 25 километрлă дистанцире чупса ăмăртнă, И.Тимофеев (Вăрмар поселокĕ) виççĕмĕш пулнă.
 
     1989 çулта çуралнă тата унтан та аслăрах çулхи арçынсем те çав дистанцирех тупăшнă. Раç­çей спорт мастерĕ, Шупашкарта Олимп резервĕсен шкулĕнче вĕренекен Е.Крылов (Вăрмар поселокĕ) 39 минут та 02 çеккунтра чупса тухнă, пĕрремĕш вы­рăн йышăннă. Спорт мастерĕн кандидачĕ А.Саминов (Çĕнĕ Шулхан) çĕнтерÿçĕне 26 çеккунт выляса ярса иккĕмĕш вы­рăна тухнă. Вăл та Шупашкарта Олимп резервĕсен училищинче вĕренет.
 
    1989 çулта çуралнă тата унтан та аслăрах хĕрарăмсем хушшинче Шупашкарта Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен А.Семенова (Вăрмар поселокĕ) дистанцине иккĕмĕш вĕçленĕ.
 
      Ăмăрту çĕнтерÿçисене дипломсемпе наградăланă, хаклă пар­не парса чыс тунă.
 
- Спонсăр пулăшмасăр ăмăртăва кирлĕ шайра ирттерме май çук. Ку енĕпе пире ку хутĕнче те «Вăрмар пасарĕ», «Вăрмарти çăкăр завочĕ», «УК ЖКХ» тулли мар яваплă обществăсем (пуçлăхĕсем Г.Николаев, А.Васильев, В.Иванов), Вăрмарти тырă йышăнакан пункт (директорĕ В.Александров), В.Волков предприниматель, А.Федоров воспитанникĕ­сем, СССР спорт мастерĕсем Н.Федоров, С.Иванов (Чулкас) та­та В.Иванов (Тикаш) пулăшрĕç, вĕсене ăнăçусем, пирĕнпе тытакан çыхăнăва çирĕплетсе пыма ырă сунатпăр, - каласа парать ача­семпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шку­лĕн директорĕ Сергей Витальевич Архипов.
 
А. Хованский.


05 июля 2008
00:00
Поделиться