Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сутуçăсенчен нумай килет

    Вăрмар райповĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки вулаканăмăра каласа кăтартма уйрăмах кăмăллă. Кăçал Раççейри потребкоопераци йĕркеленĕренпе 86 çул çитрĕ, Вăрмарта вара çак юхăм 1930 çул хыççăн çирĕп тымар янă.
        Çак тапхăр ахаль ирт­мен. Ĕмĕр ытла тăсăлакан опыт ырă çимĕç кÿрет. Кунта потребкооперацин пур отраслĕ те - суту-илÿ те, обществăлла апатлану та, производство та, социаллă ĕç-хĕл те ăнăçлă аталанса пырать.
      Суту-илÿ тенĕрен, манăн сăмахăм, ку хутĕнче район цент­рĕн­чен аякра вырнаçнă, Энĕшпуç ялĕн райпон лавкки пирки пырĕ. Пултаруллă та маттур А.Алексеевапа А.Дмитриева сутуçăсем тăрăшса вăй хураççĕ кунта. Çавна май кăçалхи 5 уйăхри кăтартусем те курăмлă. Ку вăхăтра пурĕ 1 миллион та 788 пин тен­кĕлĕх (планпа 1 миллион та 710 пин тенкĕ) тавар сутнă. Плана 104 процент тултарнă. Кăçалхи май уйăхĕнче кăна вырăнти халăха 402 пин тенкĕлĕх пахалăхлă таварпа тивĕçтернĕ. Александра Павловнапа Александра Григорьевна райпо системинче чылайранпа ĕçлеççĕ.
     «Тин çеç килнĕ пекчĕ, сисмесĕрех чĕрĕк ĕмĕр ытла иртрĕ», - теççĕ вĕсем. Çапла юратнă ĕçре вăхăт хăвăрт шăвать. Апла пулсан та кунти сутуçăсен тараватлăхĕ, туянаканпа ăшă кăмăллă пулни нихăçан та сÿнмĕ.
 
З. Павлова.


05 июля 2008
00:00
Поделиться