Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тавара хапăлласах туянаççĕ

    Шанчăклă, яваплă ĕçченсем - коллектив тĕрекĕ. Çапла çирĕплетет райпо совечĕн председателĕ К.Никитин. Кунта сăмах чылай çултанпа райпо системинче сутуçăра ĕçлекенсем пирки пырать.
    Акă «Лидер» лавккари Алевтина Павловна Кирилловапа Лидия Павловна Кузьмина 29 çул райпора сутуçăсем пулса тăрăшса вăй хураççĕ. Хăйсем ĕçне чунтан парăнса ĕçлеççĕ. «Лидер» лавккара вĕсем мĕн уçăлнăранпа халăха пахалăхлă таварпа тивĕçтереççĕ. Çакна палăртмалла: иккĕшĕ те пĕр ялсем, пĕр урамра выляса ÿснĕскерсем, мĕн ачаран сутуçăсем пулма ĕмĕт­леннĕ. Çавăнпа та ялти вăтам шкула вĕренсе пĕтерсен, тÿ­рех Шупашкарти коопераци училищине çул тытаççĕ. Унтан вĕ­ренсе тухса алла диплом илсен тăван тăрăха ки­леççĕ. 1979 çултанпа райпора сутуçăсем пулса ĕç­леççĕ.
    «Чунтан парăнса пурнăçлатăп çак ĕçе. Пирĕн лавккана кĕр­сен туянакана пушă алăпа кăларса ямастпăр, мĕн кирлине çийĕнчех тупса пама тăрăшатпăр», - тет А.Кириллова.
     Кирек кама илер, пĕр-пĕр за­ве­дение çитсе курса унта ăна ла­йăх йышăннине, унпа питĕ тимлĕ пулнине туйса илсен, вăл унта та­тах туртăнать, ăнтăлать. Çак лавк­ка сутуçисем пирки те лайăххине кăна палăртмалла. Вĕсем туянаканпа яланах тараватлă, ăш- пиллĕ.
      Пурĕ 500-е яхăн тĕрлĕ тавар сĕ­неççĕ вĕсем килен-каяна. Сĕ­тел-пукан, хуçалăхра кирлĕ таварсем, кĕпе çумалли машинăсем, холодильниксем, вырăн таврашĕсем тата ытти тĕрлĕ япаласем ку­çа илĕртеççĕ, туянма ый­таççĕ тейĕн. Заказсем те йышăнаççĕ вĕ­сем. Калăпăр, сĕтел-пукан туянас пулсан тĕсĕ, виçи туянакана мĕнлерех кирлĕ çавăн пек хатĕрлесе параççĕ. Сĕтел-пукан тенĕрен, вĕсене Чулхулари, Ма­ри Эл Республикинчи фабрикăсенчен кÿр­се килеççĕ. Тавара кредит мелĕпе те туянма пулать. Унăн вăхă­чĕ ултă уйăх таранах. Ăна вара киле çитиех тивĕçтереç­çĕ. Акă эпĕ килнĕ кун та А.Кириллова сутуçăпа Л.Кузьмина заведующин пĕр пушă вăхăт та пулмарĕ, кунта кил­нĕ клиент валли сĕтел-пукана машина çине тие­рĕç.
 
З. Елакова.


05 июля 2008
00:00
Поделиться