Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçлекен спортра та çитĕнÿ тăвать

Раççей Перекет банкĕн Чă­ваш енри 10 уйрăмĕнче ĕçлекен 500 ытла сотрудникĕ çак кунсен­че Шупашкар хулинче республи­ка шайĕнче иртнĕ VIII çуллахи спорт вăййисен «Сбербанкиадă­на» пуçтарăнчĕ. Куракансем мар, ăмăртăва хутшăнакансем. Уява пуç­тарăннă ĕçтешĕсене са­лам­ла­нă май Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляю­щийĕ В.Александров спорт вăй­йисем яланхиллех кăсăклă ир­тес­се шанса каланă.
 
Кăçалхи «Сбербанкиада» вă­хăтĕнче 32 спорт енĕсемпе ăмăр­тусем иртнĕ. Кунта чупуран пуç­ла­са пирĕн тăрăхра сайра тĕл пу­лакан сумо кĕрешĕвĕ таранах. Пирĕн районтан Чăваш Респуб­ли­кин Çĕрпÿ уйрăмĕн Вăрмарти хуш­ма офисĕн команди те хут­шăннă, 3-мĕш вырăн йышăннă. Акă мĕн çырать «Советская Чу­вашия» хаçат: «Сбербанкăн Çĕр­пÿри уйрăмĕн Вăрмарти хушма офисĕн управляющийĕ Сергей Харитонов пуçласа хăйĕн алли­не спорт ухăвне тытрĕ пулин те ла­йăх результат кăтартрĕ. Çакă Сергей Николаевича тĕлĕнтер­ме­рĕ, мĕншĕн тесен вĕсен ĕçте­шĕсем пурте спортпа туслă. Çа­вăн­па та вĕсен сывлăхĕ те, алли те çирĕп, пуçра çутă шухăшсем, ку­çĕ-çивĕч». Пурне те çакна сун­малли çеç юлать.


16 июля 2008
00:00
Поделиться