Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Асăрхануллăха ан çухатăр

Юхан шыв - яланах хăрушă вырăн. Ишнĕ хушăра эсир вăйлă юхăма лекме е шывра ÿсекен тĕр­лĕрен курăксемпе чăлханса ларма пултаратăр.
 
Шыва кĕнĕ чухне инкеке лекес мар тесен, харпăр хăйне шыв­ра мĕнле тытмалли хăрушсăрлăхăн тĕп правилисене пăхăнмалла:
 
пĕлмен вырăнсенче шыва ан кĕрĕр, кунсăр пуçне шыва ан чăмăр, палăртнă вырăнсенчен инçе ишсе ан кайăр;
 
вĕрсе хăпартнă матрассемпе е камерăсемпе çыранран инçе ишсе ан кайăр;
 
ÿсĕрле шыва ан кĕрĕр;
 
хăвăрăн ачăрсене шывра ишме вĕрентĕр, шыв çывăхĕнче чухне ачасене никамсăр пăрахса ан хăварăр.
 
ЕНЧЕН ТЕ ЭСИР ШЫВА ЛЕКРĔР, анчах та ишме пĕл­мес­тĕр пулсан, шыв çине питпе çÿлелле выртăр та аллăрсене сар­са хурса май килнĕ таран тарăннăн тата сайра хутчен сывлама тăрăшăр. Шыв çине ÿпне выртсан урасемпе велосипед педальне çавăрнă пек хусканусем тăвăр.
 
ЕНЧЕН ТЕ ЭСИР ЫВĂН­НĂ ПУЛСАН, шыв çине çурăмпа выртса канăр. Кун пек тума алă-урасене сарса хурăр, хăвăра лăпкă тытăр.
 
ЕНЧЕН ТЕ ЭСИР ШЫВРА ШĂНТĂР ПУЛСАН, черетпе алăсене тата урасене хускатса ăшăнăр. Каннă хыççăн вара каллех çыран патнелле ишĕр.
 
ЕНЧЕН ТЕ СИРĔН УРАНА ШĂНĂР ТУРТСА ЛАРТРĔ ПУЛСАН, пуçа шыва чикĕр те урана вăйпа туртса тÿрлетсе алăпа пысăк пÿрнерен тытса хăвăр çинелле туртăр.
 
ЕНЧЕН ТЕ ЭСИР ШЫВ ÇАВРĂНĂШНЕ ЛЕКРĔР, шыв сире çавăрса илчĕ пулсан ÿпкене ытларах сывлăш пухăр та шыва чăмăр, урасемпе хăвăрттăн кăна тĕкĕр те айккинелле сикĕр.
 
ЕНЧЕН ТЕ ЭСИР ШЫВРИ КУРĂКСЕМПЕ ЧĂЛХАНТĂР, урасем çумне шыв курăкĕсем çыпçăннине туйрăр пулсан, пĕр вырăнта урасемпе чăмпăлтатса ан тăрăр - кун пек чухне татах та ытларах чăл­ханатăр. Урасемпе хăвăрттăн кăна тапăр та, ирĕке тухма тăрăшăр. Енчен те çийĕнчех хăтăлма май килмерĕ пулсан, черетпе пĕр урине тепринпе сăтăрăр, вĕсенчен шыв курăкĕсене сирĕр. Шыва ан чăмăр, кун пек чухне шыв курăкĕсем мăя çавăрса илме пултараççĕ. Ирĕке тухнă хыççăн асăрханса ишĕр, урасемпе сахалтарах хусканусем тума, инкеклĕ вырăнтан хăтăлма тăрăшăр.
 
ЕНЧЕН ТЕ ЭСИР ШЫВРА ИШМЕ ПĔЛ­МЕС­ТĔР, анчах та шыва лекрĕр пулсан, хăвăра пулăшакансем пырса çитиччен шыв çийĕнче тытăнса тăма тăрăшăр. Шыв çине пите аялалла туса выртма, алăсене сарса хурса тарăнрах тата сайра хутчен сывлама тăрăшăр. Кун пек тусан эсир хăвăрăн вăй-хала сахалтарах пĕтеретĕр.
 
ШЫВ ÇИЙĔНЧЕ ЫТЛАРАХ ХУШĂ ТЫТĂНСА ТĂМА УРĂХЛА ТА МАЙ КИЛЕТ. Урасемпе велосипед педальне çавăрнă евĕр хусканусем тăвăр. Пĕр вĕçĕмсĕр алăсемпе шыва çапăр, шыв çинче выртма тăрăшăр. Енчен те месерле выртрăр пулсан, пĕр хушăрах икĕ урана та хуçлатăр та чĕркуççисене айккинелле сарса хурăр, унтан хăвăрт кăна вĕсене тÿрлетĕр.


16 июля 2008
00:00
Поделиться