Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăх кăмăллă пулчĕ

Июлĕн 9-мĕшĕнче Мăнçырмасем Акатуйĕнче савăнчĕç. Ирхине Мăн­çыр­мари Тихвински Турă Амă­шĕн чиркĕвĕнче кĕлĕ ирт­нĕ. Ун хыççăн халăх тата сумлă хăнасем çырмана сиплĕ çăл патне аннă. Вĕ­сем витресем, тĕрлĕрен са­вăт-сапасем илсе пынă. Мăнçырма чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте çăл па­тĕнче кĕлĕ ирт­тер­нĕ, шыва светит тунă. Тĕрлĕ ялсенчен пухăннă халăх çак сип­лĕ шыва савăтсене тултарнă. Леонид атте Турă ячĕ­пе ырлăхлă-сывлăхлă пул­ма пехил панă.
 
Чиркÿ уявĕ, Алексей Тро­фимов велосипедиста асăнса маунтинбайк енĕпе Раççей Кубокне çĕн­се илес­сишĕн вунпĕрмĕш тап­­хăрти ăмăртăвĕпе пĕр кун кил­нĕ май, стадиона халăх йышлăн пухăннă.
 
Савăнăçлă уява Мăн­çырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов уçрĕ. Ял халăхне, хăнасене уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Унтан ял тăрăхĕн тĕп эксперт-специалистсене Ю.Ка­закована сăмах пачĕ. Юлия Денисовна ял тăрă­хĕн администрацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн пал­лаштар­чĕ, ум­ри тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ.
 
Мăнçырмара çуралса ÿснĕ, çак ялтах тĕпленсе пурăнакан Анна Алексеевнапа Михаил Александрович Александровсем çемье çа­вăрнăранпа 50 çул çит­рĕ. Çак ятпа юбилярсене ра­йон пуçлăхĕн социаллă ый­тусемпе ĕçлекен заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ В.Волкова ăш­шăн саламларĕç, вĕсене райадминистраци пуç­лă­­хĕн Тав çăрăвне тата хак­лă парне пачĕç.
 
Александровсене çа­вăн пекех Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлă­хĕ В.Семенов саламласа парне парса чыс турĕ.
 
Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ пул­нă Д.Егоров ветерансене саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕ, хăйĕн кĕнекине парнелерĕ.
 
Мăнçырмара çуралса ÿс­нĕ, хăй вăхăтĕнче район Совечĕн ĕç­тăвкомĕн председателĕнче, пар­ти райко­мĕн пĕрремĕш секретарĕн­че вăй хунă, Аслă Отечест­веннăй вăрçă ветеранĕ М.Пет­ров уява пухăннă ял-йышпа хăнасене Акатуй ячĕпе саламласа ăнăçу сунчĕ.
 
Мăнçырмари «Павлов Вя­чеслав Федорович» хрес­чен (фермер) хуçалă­хĕн пуçлăхĕ В.Павлов çур аки вăхăтĕнче палăрнă ĕç­ченсене парнесем парса чыс турĕ.
 
«Ресурсы» агрофирмăн пуçлăхĕ С.Дмитриев Мăнçырмари хăмла плантацийĕнче тăрăшса ĕçлекенсене тав сăмахĕсем каларĕ, хаклă парнесем пачĕ.
 
Унтан ялти вăтам шкул директорĕ, «Еди­ная Россия» партин вырăнти уйрă­мĕн пуçлăхĕ В.Николаев ялăн социал­лă-экономикăлла аталанăвне активлă хутшăнакансене Тав çырăвĕсем парса хавхалантар­чĕ.
 
Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин ÿсекен çамрăк ăрăва çарпа патриотла воспитани парас енĕпе тăрăшулăх кăтартакансене Тав çырăвĕсем пачĕ.
 
Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлă­хĕ В.Семенов ялта çуралса ÿссе çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан ятлă-сумлă çынсем пир­ки ырă сăмахсем каларĕ. Ял­та та пултаруллă çын­сем сахалах мар, вĕсем пирки те ăшă сăмахсем пул­чĕ. Яла тирпей-илем кĕрт­­ме активлă хутшăнакансене, ял пурнăçĕшĕн тăрăшакансене грамотăсемпе наградăларĕ, парнесем пачĕ.
 
Акатуйра Шупашкартан килнĕ артистсем тата ялти культура çур­чĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕн членĕсем хăйсен юррипе уява килнĕ халăха тыткăнларĕç.
 
Уяв спорт ăмăртăвĕ­сем­сĕр мĕнле пултăр-ха вăл. Тупăшусем тĕрлĕ енлĕ пулчĕç. Волейболла вы­ля­са мала тухассишĕн тăватă команда тупăшрĕç. Çакна аса илтеретпĕр: маларахри çулсенче Мăнçырмасем волейболла вы­ляс енĕпе районта кăна мар, республикăра та малтисен шутĕнче пулнă. Çак пысăк хисепе паян çирĕплетсе пама пултараççĕ-и вĕсем. Чылайăшĕ çак шухăшлă пул­чĕç. Çивĕч кĕрешÿре пĕр­ре­мĕш вырăна Çĕнĕ Шупашкартан килнĕ «Спартак» команда çĕнсе ил­чĕç. Мăнçырмасен вара иккĕ­мĕш вырăнпа килĕшмелле пул­чĕ. Виççĕмĕш вырăнта Тăвай ра­йонĕнчи Тушкилти волейболистсем.
 
32 килограмлă кире пуканне 45 хут çĕклесе чемпион ятне А.Каланов (Кивĕ Вĕренер) çĕнсе ил­чĕ. Иккĕ­мĕшпе виççĕмĕш вырăнсене А.Беловпа Н.Дмитриев (Мăнçырма) йышăнчĕç.
 
Шашкăлла выляса хăйсен пул­тарулăхне тĕрĕслесе пăхас те­кенсем те чыла­йăн пулчĕç. Чи ăс­та выляканни вара СССР спорт мастерĕ Н.Дмитриев (Кавал) пулнине тепĕр хут çи­рĕп­летсе пачĕ. Спорт мастерĕн кандидачĕсем - О.Вакинпа В.Иванов (Вăрмар поселокĕ) иккĕмĕшпе виç­çĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
 
Пултаруллă шашистсем кăшт маларах Çĕрпÿ ярмăрккинче те малти приз­лă вырăнсене çĕнсе ил­нĕч­чĕ. Паян вара вĕсем лайăх выляма пĕлнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç.
 
Уява илем кÿрекенĕ вăл карусель шутланать. Ра­йонта тупма май çуккине пу­ла Мăнçырмасем ăна кÿр­шĕллĕ Тăвай районĕнчи Тушкил ялĕнчен ил­се килнĕ. Ача-пăча вара ун çин­чен анма та пĕлмерĕ, кă­мăлĕ туличченех ярăнчĕ, савăнчĕ.
 
Кĕрешсе паттăра кам юлĕ, та­кана хăшĕ çĕнсе илĕ; Пурне те кăсăклантарчĕ çакă. Хĕрÿ тупăшура вара паттăра С.Павлов (Мăн­çырма) тухрĕ.
 
Ытти тĕрлĕ спорт вăййи­сем те интереслĕ иртрĕç.
 
Футболла выляса мала ту­хассишĕн районти чемпионата хутшăнса Мăн­çырма тата Вăрмар поселокĕнчи футбол командисем тĕл пулса вылярĕç. «Килте стена та пулăшать» тенĕ пек çĕнтерÿ Мăн­çырмасен енче пулчĕ, 2 : 0 шутпа выляса илчĕç.
 
Пĕтĕмĕшле каласан, уяв савăнăçлă иртрĕ, халăх кăмăллă пулчĕ.
 
Паллă ĕнтĕ, уява çÿллĕ шайра ирттересси спонсорсен пулăшăвĕнчен нумай килет. Ку хутĕнче те Акатуя йĕркелесе ирттерме Мускаври «Паркет çур­чĕ» холдинг президенчĕ Ю.Афанасьев, кунти строительство компанийĕн генеральнăй директорĕ В.Ива­нов, унăн заместите­лĕ Ю.Федоров, А.Михайлов предприниматель, Çĕнĕ Уренгойри магазинсен се­чĕн директорĕ В.Пидюков тата ыттисем укçа-тенкĕ чы­лай уйăрнă.


19 июля 2008
00:00
Поделиться