Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăхпа тĕл пулнă

     Районта ирттернĕ Пĕрлехи информаци кунне Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин руководителĕ В.ТИХОНОВ ертсе пыракан ушкăн хутшăннă. Хăнасене чи малтанах район пуçлăхĕ В.КИРИЛЛОВ йышăннă. Вĕсем виçĕ ушкăна пайланса Пысăк Енккасси, Аслă Чак тата Кавал ял тăрăхĕсене çитсе курнă, халăхпа тĕл пулса калаçнă.
    Район пуçлăхĕ В.Кириллов ертсе пыракан ушкăн Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнчи лару-тăрупа паллашнă. Чи малтанах вĕсем Пысăк Енккассинчи вăтам шкула çитсе курнă. Кунта халĕ шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес енĕпе хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ. Территорие тирпей-илем кĕртеççĕ, çулсем сараççĕ, шкулăн шал енчи ĕçĕсене пурнăçлаççĕ, классене сĕтел-пуканпа комплектлаççĕ.
    Унтан ĕçлĕ ушкăн ял тăрăхĕн тата культура ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче информаци кунĕн теми те паллă пулнă. Кăçал Республика кунне ирттернин итогĕсем, ялсене тирпей-илем кĕртес тата йывăçсем лартас енĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем умĕнче тăракан задачăсем, халăха пулăшу парассине лайăхлатасси, тăван тавралăха сыхласси тата ыттисем. Тĕл пулура çавăн пекех клуб учрежденийĕсене модернизацилес, халăхран сĕт пухас ыйтусене те хускатнă.
   Информаци ушкăнĕ «Выльăхсен чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станцийĕ» патшалăх учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашнă.


19 июля 2008
00:00
Поделиться