Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тÿрĕ чунпа ĕçлеççĕ, канма та пĕлеççĕ

Кашни çулах июль уйăхĕн пĕр­ремĕш шăматкунĕн че Пĕтĕм тĕнчери пот­ребкоопераци кунне паллă тă­ваççĕ. Чаплă уява кăçал районта каярах паллă турĕç, анчах унăн ячĕ-сумĕ пĕрре те чакмарĕ, пачах урăхла - питĕ çÿллĕ шайра иртрĕ. Палăртнă 11 сехет тĕлне район центрĕнчи «Универмаг» лапамĕ ум­не вуншар-вуншар çын пуçтарăнчĕ. Чаплă уявпа пухăннисене чи малтанах райпо канашĕн председателĕ К.Никитин, унтан ра­йон пуçлăхĕ В.Кириллов саламларĕç. Вячеслав Николаевич хăйĕн сăмахĕнче потребкоопераци системи, унта ĕç­лекенсем яла аталантармалли чи пысăк структурăсенчен пĕри пулнине палăртрĕ, çак сферăра ĕç­лекенсене тав сăмахĕ каларĕ.
 
Константин Владимирович кол­лективăн кăçалхи ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă хыççăн, ĕçре малта пыракансене Хисеп хучĕсем, хак­лă парнесем парса чысларĕ. Чăвашпотребсоюз предприяти­йĕ­сем туса кăларакан апат-çи­мĕçе, ĕçмелли-çимеллине дегус­тацилесси те кунтах иртрĕ.
 
Уява Шупашкартан килнĕ артистсен концерчĕ вĕçлерĕ.


19 июля 2008
00:00
Поделиться