Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Умра - комплекслă тĕрĕслÿ

 
 
Районти шалти ĕçсен пайĕнче право йĕркисене сыхлакан органсен ĕçченĕсемпе ирттернĕ канашлăва район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ Ю.Иванов, район прокурорĕ С.Павлов хутшăннă.
 
Канашлура районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов право йĕркисене çирĕплетес тата преступление хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе туса ирттернĕ кăçалхи çур çулхи итогсемпе паллаштарчĕ.
 
Кăçалхи ултă уйăхра районта преступленисен шучĕ, унчченхи вăхăтрипе танлаштарсан, чакнă. Ку вăхăтра районта 106 преступлени регистрациленĕ, иртнĕ çул 157 пулнă. Преступленисене хирĕç тĕрлĕ мероприятисем туса ирттернипе регистрациленĕ преступленисенчен 87, 3 процентне уçса палăртма май кил­нĕ. Иртнĕ çул вара ку кăтарту 86 процентпа танлашнă. Республикипе илес пулсан кăçалхи çак кăтарту 67, 2 процент анчах. Обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ енĕпе районта преступленисем - 42, 9 процент чакнă. Прес­тупленисене уçса палăртасси 98, 4 процент пулнă, республикипе илсен 74, 3 процент. Куратпăр ĕнтĕ, ку енĕпе эпир начар мар ĕçленĕ. Криминал милицийĕ енĕпе те кăçал лару-тăру аванрах. Пĕлтĕр çак тапхăрта 52 преступлени пулнă пулсан, кăçал 46. Преступленисене хирĕç профилактикăлла мероприятисем тăтăшах ирттерни тата мĕн пур майсемпе усă курса ĕçлени хăш-пĕр участоксенче преступленисен шутне чылай чакарма е чарса лартма май панă. Тĕслĕхрен, вăрă-хурахла тапăнни, тĕслĕ металл вăрласси, взятка илесси пачах та пулман. Çынна тапăнса çаратасси, вĕлерессипе хăратасси, çынна кÿрентересси, хваттерсене кĕрсе вăрласси, карас (сотовой) телефонсем çаратасси, унчченхи çулхипе танлаштарсан, чылай чакнă. Экономикăлла преступленисем тата магазинсене çаратасси вара ÿснĕ.
 
Право йĕркине пăснă 1662 тĕслĕхрен 234-шне ра­йон судне ярса панă. Çул-йĕр правилине пăснăшăн 628 çынна 34000 тенкĕлĕх штрафланă. Çул çитмен ачасем преступлени çулĕ çине тăни пурне те пăшăрхантарать. Ку енĕпе ĕçе вăйлатмалла.
 
Наркомание хирĕç кĕрешсе мăкăнь пуçтарса çÿрекенсене тупса палăртас енĕпе 28 рейд ирттернĕ. Халĕ пыракан «Мăкăнь-2008» операци октябрь уйăхĕччен тăсăлать
 
Преступленисем ытларах Вăрмар поселок, Чулкас, Шăхаль ял тăрăхĕсенче пулаççĕ Вĕсемех пулнă преступленисене уçса парассипе начар ĕçленĕ.
 
Умра - пысăк экзамен - комплекслă тĕрĕслÿ. Çавăнпа та пур сотрудникăн та хăйĕн участокĕнче мĕн пур вăя хурса ĕçлемелле.
 
Канашлура обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕн А.Ярановăн, криминал милицийĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан А.Михайловăн, штаб начальни­кĕн О.Никифоровăн, кадрсем енĕпе ĕçлекен пай начальникĕн А.Герасимовăн отчечĕсене итлерĕç.
 
Район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, район прокурорĕ С.Павлов наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тата ытти ыйтусемпе милици ĕçченĕсем умĕнче тăракан задачăсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕç.
 
Чăваш милицине йĕркеленĕренпе 88 çул çитнĕ ятпа çăмăл мар ĕçре сотрудниксене тÿсĕмлĕх, чăтăмлăх сунса уйрăмах палăрнисене ЧР Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ Ю.Иванов Хисеп грамотисемпе, кăкăр çине çакмалли «Милици отличникĕ» знакпа наградăларĕ, Тав хучĕсем пачĕ. «Милици отличникĕ» знака Б.Ялаков тивĕçрĕ.


19 июля 2008
00:00
Поделиться