Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Координациллĕ канашлу

Районта право йĕркисене сыхлакансен координациллĕ канашлăвĕ пулса иртнĕ. Унта Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райпо тата предпринимательсен лавккисенчи представительсем тата ыттисем те хутшăннă. Ăна район прокурорĕ С.Павлов ертсе пынă. Кун йĕр­кинче тĕрлĕ ыйтусем пулнă. Чи малтанах районти çул-йĕрсем çинчи хăрушсăрлăхсемшĕн калакан хушма мерăсене пăхса тух­рĕç. Ку ыйту пурне кăсăклантарчĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ А.Кондратьев хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, тĕрлĕ сĕнÿ­сем пачĕ. «Иртнĕ çул çул-йĕр правилисене пăснă 628 тĕслĕх тупса палăртнă. Çав шутран 11 ав­тохуçалăха тĕрĕсленĕ, тĕрлĕ çитменлĕхсене тупса палăртса явап тыттарнă», - терĕ Алексей Юрьевич. Райадминистрацин строительство тата общест­вăлла инфраструктура пайĕн началь­ни­кĕ А.Тихонов районта çул-йĕр­сем тăвас, вĕсене тытса тăрасси пирки тата çул-йĕрсем çинчи хăрушсăрлăхшăн ĕçлекен районти комиссин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тухса каларĕ. Чăваш Республикинчи транспорта йĕркелесе пыракан Федераллă службăн пай начальникĕ С.Одокиенко çул-йĕрсем çинче саккуна пăхăнмасăр халăха турттаракан автотранспортсене çÿреме чарасси пирки чарăнса тăчĕ. Кун йĕркинчи тепĕр ыйтăвĕпе - хĕç-пăшалпа саккунсăр усă куракансене хирĕç ĕçе вăйлатас пирки районти шалти ĕç­сен пайĕн начальникĕн замес­тителĕ - криминал милицийĕн начальникĕ Ю.Ми­хеев тухса калаç­рĕ. Çавăн пе­кех районти шалти ĕçсен па­йĕн МОБ начальникĕн ĕçĕ­сене вăхăтлăха туса пырака­нĕ Ю.Муткин районта лавккасене çаратассинчен сыхланасси çин­­чен тĕп­лĕн каларĕ. Районти уйрăм çынсен тата райпо лавккисенче сигнализацисем лартасси пирки «Охра­на» патшалăх унитари предприятийĕн централизациленĕ хуралĕн начальникĕ Р.Душев паллаштарчĕ.
 
Канашлура наркотике хирĕç кĕрешессипе те чылай калаçрĕç. Район прокурорĕн С.Павловăн калаçăвĕ кун йĕркинче палăртнă пур ыйтусем тавра та пычĕ. Право йĕркисене сыхлакан органсен ĕçĕнчи хăш-пĕр çитменлĕхсене палăртрĕ, вĕсене кĕске вăхăтрах пĕтермелли çинчен каларĕ. Явап­лă çынсем хăйсен ĕçне тивĕçлипе пурнăçласа пымасан ответ тыттарма пултарасси пирки хытах асăрхаттарчĕ.
А. Николаева.


"Урмарская районная газета"
02 августа 2008
00:00
Поделиться